АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂКСЕНЕ - ПРЕЗИДЕНТ СТИПЕНДИЙĔ

17 января 2009 г.

 

Чăваш Ен Президенчĕн Николай Федоровăн хушăвĕпе республикăри пултаруллă çамрăксене стипендисем пама йышăннă. 2009 çулта вĕренÿре, бизнеc-проект тăвас енĕпе, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕçĕ-хĕлĕнче курăмлă çитĕнÿсем тунă 1 пин яшпа хĕр уйăхсерен 1830 тенкĕ стипенди илсе тăрĕ.

Вĕсен йышĕнче пирĕн район каччисемпе хĕрĕсем пуррине те палăртма кăмăллă.

Татьяна Николаевна Герасимова — районти диагностикăпа консультаци центрĕн учитель-логопечĕ, Ильнар Минзаитович Зайнуллин – Тукай Мишер вăтам шкулĕнчи «Тукай мăнукĕсем» ача-пăча комитечĕн председателĕ, Сирине Хасиятовна Миннетуллина – Тукай Мишер вăтам шкулĕнчи ача-пăча обществин президенчĕ, Гелия Рафиковна Садртдинова — Тукай Мишер вăтам шкулĕн вĕренекенĕ, Надежда Александровна Мельникова – Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн педагог-психологĕ, Наталия Владимировна Михайлова, Анна Сергеевна Титова — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, Бэлла Анатольевна Симакова – Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ, Андрей Николаевич Иванов – «Победа» ЯХПК скотникĕ, Ирина Алексеевна Николаева — Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ, Алена Ярославна Тимофеева — Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ, Ильдар Экреметдинович Шейдуллин — «Алга» ЯХПК скотникĕ, Татьяна Анатольевна Давыдова (Хирти Явăш) — чăваш наци музейĕн сотрудникĕ, Мария Сергеевна Долгова (Комсомольски) — культура училищин студентки, Илфак Илдусович Миннетуллин — «Коммунальные технологии» ООО пай начальникĕ.

Вĕсене пурне те çак ятпа саламлатпăр. Малашне те ăнăçу сунатпăр.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн стипендиачĕсемпе тĕл пултăмăр. Вĕсем савăннине пытармарĕç. Пĕр шкултанах виççĕн пулни А.С.Терентьев директоршăн, коллектившăн пысăк чыс. «Хĕрсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Малашне çак йыш татах та ÿсессе шанатпăр»,— терĕ А.С.Терентьев саламласа.

Чăваш Енри талантлă тата социаллă пурнăçра хастар çамрăксене патшалăх енчен пулăшасси, вĕсене хăйсен пултарулăхне аталантарма условисем туса парасси — республикăра тытса пыракан политикăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Президент стипендийĕсене 1994 çултан пама тытăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика