17 января 2009 г.
Январĕн 14-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче Николай Федоров Президент Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне çирĕплетес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне ирттернĕ.
Хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен пуçлăхĕ мĕн пур тытăмăн — влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, хуçалăх субъекчĕсен, банксен секторĕн — çине тăрса ĕçлемелли тĕп çул-йĕрсене палăртнă. Çав шутра — республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çирĕп-лĕхне тивĕçтересси, инвестицисем хывасси, Чăваш Ен территорийĕнче ĕç вырăнĕсене упраса хăварасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси. Президент пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма пулăшасси, ĕçсĕр граждансене, çав шутра ялсенче хăйсем тĕллĕн ĕçлемелли процеса явăçтарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Ку — питĕ çивĕч ыйту. Чăваш Енри Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче — пушшех»,— тенĕ Н.Федоров.
Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ Иван Моторин палăртнă тăрăх, халĕ Чăваш Республикин пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене, Раççей Федерацийĕн Инвестици фончĕн ассигнованийĕсен шучĕпе патшалăх енчен пулăшмаллискерсене, хатĕрлеççĕ. Çакă Чăваш Ене чылай укçа илсе килме май парĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс министрĕ Николай Смирнов республикăн çирĕп те шайлашуллă бюджет тытăмĕ общество инфратытăмĕн, çурт-йĕр строительствин, культура, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ сферисенчи пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме май пани çинчен каланă. Республикăри бюджет учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвне ÿстермелли тăкаксем валли туллин укçа уйăрĕç. Социаллă пурнăçпа культура сферин учрежденийĕсене, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама, çамрăк çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн пулăшма, граждансене юхăннă çуртсенчен куçарма чылай укçа уйăраççĕ. Çавăн пекех Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче Чăваш Енре ял тăрăхĕсенче çурт-йĕр тумалли, тирпей-илем кÿмелли пилотлă проекта пурнăçламалли сĕнÿсене хатĕрлеççĕ. Республикăн агропромышленноç комплексне кÿрекен пулăшу та пысăкланĕ.
Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçи Леонид Шимин ларăва хутшăннисене Чăваш Енре пурăнакансене 2009 çулта ĕçе вырнаçма пулăшмалли хушма мерăсем çинчен каласа панă. Çак тата ытти мерăна Чăваш Республикинче 2009 çулта халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ программăна кĕртнĕ.
Источник: "Каçал Ен"