14 января 2009 г.
Январĕн 15-мĕшĕнче чăвашсен обществăпа политика, наукăпа литература журналĕ «Шурăмпуç» кун çути курнăранпа 90 çул çитет.
Журнал 1919 çулта Хусан хулинче 5 пин экземплярпа пичетленсе тухнă. Чăваш халăхĕн пурнăçĕнче вăл пысăк вырăн йышăннă. «Шурăмпуç килнĕ пек, вăл пирĕн чăваш халăхĕн культури аталаннине систерет. Çав тĕллевпех ăна «Шурăмпуç» ят панă»,— тесе çырнă редакци ĕçченĕ А.Лбов «Çутталла пырар» статйинче. «Шурăмпуç» чăваш халăхĕн пурнăçĕнче, ĕçĕнче пысăк вырăн йышăннă. Вулакансем чăваш халăхĕн историйĕпе, наукипе, литературипе туллин паллашма пултарнă. Çавăн пекех медицина темипе çырнă статьясем те пуян пулнă.
Редакци ĕçченĕсем чăваш писателĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. К.В.Ивановăн «Нарспи», М.Федоровăн «Арçури», Н.Шупуççыннин «Хитре чĕкеç», Ф.Павловăн «Судра» поэмисем пичетленнĕ. Паллă вырăс писателĕсен произведенийĕсем те журналта тăтăшах кун çути курнă.
Журналăн пĕрлештернĕ 9—12-мĕш номерĕсенче И.А.Крыловăн «Шăрчăкпа кăткă», «Упăтепе куçлăх», «Юман айĕнчи сысна» юптарăвĕсене пичетленĕ.
Шел пулин те, 1921 çулта журнал тухма пăрахать. Пурĕ те 11 номер çеç кун çути курнă. Тĕрлĕ вăхăтра А.Лукин, Е.Фадеев, Н.Андреев редакторта ĕçленĕ.
«Шурăмпуç» кĕске вăхăт çеç тухнă пулин те, историре вăл тарăн йĕр хăварнă. Чăваш халăхĕн журналне 1995 çулта Хусан хулинче тепĕр хутчен кăларма тытăннă. Шел пулин те, 3 номер çеç кун çути курнă.
Источник: "Каçал Ен"