АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРАВО ПĔЛĔВĔ КИРЛЕХ

13 декабря 2008 г.

 

Декабрĕн 10-мĕшĕнче Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Аслă Ассамблейи виççĕмĕш сессинче Этем прависен пĕтĕмĕшле декларацине йышăннăранпа 60 çул çитрĕ. Çын çуралсанах кашнин хăйĕн прави пур. Вăл пурнăç тăршшĕпех çынран уйрăлмасть. Кăткăс лару сиксе тухсан çыннăн пулăшу ыйтма та май пур. Ку енĕпе эпир шалти ĕçсен пайне, прокуратурăна, суда тата ытти органсене пулăшу ыйтма пыма пултаратпăр. Вĕсемсĕр пуçне, тен, пурте пĕлеймеççĕ пуль, Страсбургри Пĕтĕм тĕнчери суда та çырма пултаратпăр. Практика кăтартса парать ĕнтĕ, чылай чухне Раççей гражданĕсен прависене хÿтĕленĕ.

Çак куна халалласа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи классенче «Çын прави » ятлă уроксем иртрĕç. Ăна 11-мĕш классен руководителĕсем С.И.Афки, Н.И.Воробьева тата З.Г.Чернова йĕрекелерĕç.Унта çын прави пирки калаçу пулчĕ, ачасене çакă питĕ кăсăклантарчĕ. Çавăн пекех 5 «а» класра (ертÿçи С.В.Михайлова) районăн миравай судйи А.Ш.Волкова право темипе калаçни ачасен кăмăлне кайнă. Т.Г.Лапшинапа С.Р.Игонина вĕрентекенсем шкул ачисемпе диспут-калаçу ирттерме район прокурорĕн çумне Е.В.Илларионова чĕннĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика