АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАШĂ ПУРĂНМА ХĂВАТ ПАРАТЬ

10 декабря 2008 г.

Ĕлĕк-авал каланă сăмаха аса илес килет: “Пĕррехинче пĕр çын ăсчах патне пынă та хăйне чăнлăха ултавран, илемлĕхе киревсĕрлĕхрен уйăрма вĕрентме ыйтнă. Мана пурнăçра савăнма вĕрент”,— тенĕ. Ăсчах шутланă та çынна ташлама вĕрентнĕ.

Ташă чăннипех те илемлĕх парнелет. Вăл сывлăха çирĕплетет, савăнăç кÿрет. Ташласа курман çын çакна туймасть. Анчах та хăйĕн пурнăçне ташша халалланă çын çакна чĕрипе лайăх туять. Чăн-чăн ташă ăсти, хăйĕн профессине чунтан юратакан çын тесе калас килет районти искусство шкулĕн хореографи уйрăмĕн преподавателĕ Татьяна Евтихеевна Иванова пирки. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕрарăм пур ĕçе те вăр-вар пурнăçлать. Ун патне çÿрекен ачасем те пушă ларнине курман. Кашни концертра, фестивальте, конкурссенче, пысăк мероприятисенче вĕсем сцена çинче. “Островок” ташă ушкăнне районта та, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсенчен тĕлĕнеççĕ. Тĕрлĕ çулсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасене пĕрлештерет “Островок”. Аслăраххисем кĕçĕннисене вĕрентсе, çул уçса пыраççĕ. Шăпăрланĕсем те вĕсенчен юласшăн мар, шав малалла ăнтăлаççĕ. Татьяна Евтихеевна Иванова преподаватель каланă сăмаха ăша хываççĕ, хусканма вĕренеççĕ. Çакна хамах курса ĕнентĕм. Пĕрремĕш класс вĕренекенĕсем пуçламăш утăмсене тăваççĕ те, часах вĕсем те хăйсен ташшипе куракансене савăнтарĕç. Хореографи уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тесе Татьяна Евтихеевнăпа тĕл пулса калаçрăм.

— Ачасемпе ĕçлеме çăмăлах мар пулĕ?

— Çăмăл! Мĕн ачаранах вĕсемпе ĕçлеме ĕмĕтленеттĕм. Акă, халĕ кашни кунах ачасемпе. Ташлама вĕренетпĕр, тĕрлĕ хусканусене хăнăхатпăр. Ачасене хăйсене йывăр, часах ывăнаççĕ. Анчах та пуçа усмаççĕ, аталанаççĕ. Сцена çине тухиччен вара нумай тар тăкма тивет. Куракансен ыйтăвне тивĕçтерме çăмăлах мар.

— Эсир чылайранпа çак ĕçре, вĕренекенсенчен Сирĕн çулпа кайнисем пур-и?

— Тăрăшнин çимĕçĕ пур. Тĕслĕхрен, Катя Гоголева, Маша Долгова — Чăваш Республикин культура училищин хореографи уйрăмĕн студенчĕсем. Хамăн вĕрентекенсемпе те тачă çыхăну тытатăп. Унсăрăн май та çук. Л.Н.Нянина, А.Л.Юлмасова, З.Е. Александрова педагогсен сĕнÿ-канашне яланах шута илетĕп.

— Татьяна Евтихеевна, ытларах мĕнле музыкăна кăмăллатăр?

— Пур кĕвĕ те чуна çывăх. Ачасене те музыкăна, ташша юратма вĕрентетĕп. Хускану туни пурăнма хăват парать. Çавăншăн савăнатăп та.

— Тăтăшах тĕрлĕ конкурссене, фестивальсене тухса çÿретĕр, çитĕнÿсем те пур пулĕ?

— Кашни мероприятие кайма тĕплĕн хатĕрленетпĕр, çĕнтерме тĕллев лартатпăр. Акă, тĕслĕхрен, “Веселый башмачок” конкурса хутшăнатпăр. Унта яланах 1—3-мĕш вырăнсене алран вĕçертместпĕр. “Ташша яра пар!” конкурсран та дипломсăр таврăнман. Пур конкурса та хутшăнма тăрăшатпăр. Эпир — “Цветы Чувашии” конкурс лауреачĕсем.

— Тухса çÿреме йывăр мар-и?

— Ку енĕпе чăрмавсем çук. Искусство шкулĕ, спонсорсем, ашшĕ-амăшĕсем пулăшаççĕ. Куншăн тавах.

— Ачасене ташă костюмĕсем те чылай кирлĕ-çке.

— Унсăрăн май та çук. Сцена çине яланах пĕр тумпа тухни килĕшÿсĕр, илемсĕр. Çавăнпа та хамăрăн гардероба пуянлатас енĕпе чылай ĕçлетпĕр. Костюмсен ÿкерчĕкне ачасемпе пĕрле хатĕрлетпĕр, сÿтсе яватпăр. Унтан çеç заказ паратпăр. Пушмаксем те (балеткăсем) туянатпăр. Паянхи кун вĕсем валли самаях пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ. Спонсорсене, пулăшу кÿрекенсене тавах. Тĕслĕхрен, “Кооператор” ПК, райпо, А. Кокшина, Е.Ананьева, ашшĕ-амăшĕсем пулăшаççĕ. Тепĕр чухне кăмăлсăрланма та тивет. Хăшĕ-пĕри костюм ыйтма килет. Анчах та ăна эпир мĕнле майпа туяннине пĕлмест вăл. Ун ыйтăвне тивĕçтерменшĕн çилленме те пăхать.

— Татьяна Евтихеевна, ушкăнра арçын ачасем сахалăн. Мĕншĕн-ши?

— Çапла, арçын ачасем çитмеççĕ. Пурĕ те виççĕн çеç вĕсем: Гена Павлов, Эдик Антонов, Саша Соловьев. Ытларах пулсан тем пекех савăннă пулăттăм. Ыттисем çÿреме кăмăл тумаççĕ.

Татьяна Евтихеевна пултарулăхне тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕмĕр. Вăл тăрăшнипех ачасем илемлĕ те килĕшÿллĕ ташлаççĕ. Вĕсене пурте хапăлласа йышăнаççĕ. Вĕренекенсем республикăра çеç мар, Чăваш Ен тулашĕнчи ытти нумай хулара пулса курнă. Тăтăшах Чулхулана, Хусана, Мускава каяççĕ.

“Островок” ушкăна çÿрекенсемпе те тĕл пултăм. Вĕсем черетлĕ занятие килнĕ. Даша Челакова, Оксана Чумакова, Кристина Боровкова, Катя Каштанова — куракансен чи юратнă ташăçисем.

— Хĕрсем, Т.Иванова сирĕншĕн кам?

— Ăста педагог, чи лайăх çын, юлташ,— пулчĕç хуравсем.

— Ĕмĕтсем пур-и?

— Ĕмĕтленни çĕнтерÿ патне ăнтăлма вăй-хăват парать. Халĕ “Веселый башмачок” конкурса кайма хатĕрленетпĕр. Педагог вĕрентнине ăша хыватпăр. Унсăрăн çитĕнÿ тума çук.

Ташласа савăнма пĕлекен çын чăннипех телейлĕ тесе шутлатăп. Тĕрлĕ хускану тума пурте пултараймаççĕ. Кунта чăтăмлă пулни — чи кирли. Çитĕнÿ часах пуласса та шанма кирлĕ мар. Тăрăшсан çеç çÿлелле хăпарма та май пур. Çакна “Островок” ташă ушкăнĕнчи ачасем лайăх пĕлеççĕ, ăнланаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика