10 декабря 2008 г.
Тырă вăрлăхĕсен пахалăхĕ çинчен материал хатĕрлеме ларсан çак ыйту тухса тăчĕ. Елчĕксем ĕçлеççĕ, комсомольскисем вăрлăх пахалăхне лайăхлатасси пирки пачах шутламаççĕ те тейĕн. Кун пек калама сăлтавĕ пур. Акă, 2007 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне (пĕлтĕр) акма юрăхлă кондицие тивĕçтерекен вăрлăх 58 процент (14606 центнер) пулнă. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тырăсен тепĕр çул валли хывса хăварнă 25565 центнер вăрлăхĕн партийĕсен пахалăхне тĕрĕсленĕ. 8379 центнерĕ е 30 проценчĕ çеç пахалăхлă вăрлăхсен шутне кĕрет. Иртнĕ çул ку вăхăтра районти 10 хуçалăх вăрлăха тасатас ĕçе пуçăннăччĕ, кăçал вара 7 хуçалăхра кăна («Слава», «Искра», «Труд», «Асаново», «Луч», «Победа», «Рассвет» кооперативсенче) вăрлăх ыйтăвĕ пирки шутлама пуçланă. Тĕрĕссипе каласан, çак хуçалăхсемех вăрлăхпа çулсеренех тăрăшса ĕçлеççĕ, вĕсемех уй-хиртен пысăк тухăç илеççĕ, мĕншĕн тесен паха вăрлăх акса тулли те сулмаклă пучахлă тырă çитĕнтереççĕ.
Елчĕк районĕнчи хуçалăхсен пÿлмисенче вара çак вăхăт тĕлне çитес çураки валли хатĕрленĕ пĕтĕм вăрлăхăн 76 проценчĕ (!!!) акма юрăхлă кондицие ларнă. Вĕсемпе танлаштарсан пирĕн паха вăрлăх 2,5 хут сахалрах (30 процент). Кÿршĕсенчен мĕнрен кая-ха эпир? Пирĕн районти япăх кăтартусем ирĕксĕрех çак ыйту çине хуравлама хистеççĕ. Ĕç-пуç ниепле те малалла каясшăн мар. Ноябрĕн 1-мĕшĕнче те кондициллĕ вăрлăх 26 процент (7054 центнер) кăначчĕ. Пĕр уйăх иртрĕ, çав тери лайăх çанталăк тăчĕ, ĕçле те ĕçле. Анчах вăрлăх пахалăхĕ пурĕ те 4 процент чухлĕ кăна лайăхланчĕ — хуçалăхсем уйăхра та 130 тонна вăрлăх кăна аллама пултарчĕç.
Вăрлăх тасатассине тăсма кăçал нимĕнле сăлтав та пулман. Уй-хир пушаннăранпа та чылай вăхăт иртрĕ. Апла пулин те ку вăхăт тĕлне районти 23 хуçалăх кăна хăйсен вăрлăхне тĕрĕслеттернĕ. «Сюрбеево», «Восход» агрофирмăсем, Семеновăн фермер хуçалăхĕ вара паянхи кунччен те районти вăрлăх инспекцине (халĕ «Россельхозцентр» Патшалăх учрежденийĕн филиалĕн районти уйрăмĕ) ура ярса пусмарĕç. Унсăр пуçне, районта пĕчĕкрех фермер хуçалăхĕсем те пур, вĕсем те тырă туса илеççĕ. Çав вăхăтрах вăрлăхне тĕрĕслеттерме тăратмаççĕ. Тен, вăрлăхĕ пахалăхлисен шутĕнче те пулĕ, анчах вăрлăх инспекцийĕн тĕлне тупаймаççĕ. Çакă вара районăн вăтам кăтартăвĕнче те палăрать.
Паян 12 хуçалăхри кĕрхи (754 центнер) тата çурхи (9386 центнер) тырăсен вăрлăхĕсене сăвăс ернĕ. «Дубрава», «Асаново», «Изамбаево», «Заря», «Победа», «Турхан» кооперативсенче, Госсорткомиссире, «Слава картофелю» агрофирмăра, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче кондицие тивĕçтерекен вăрлăх пĕр килограмм та çук.
«Родина», Минатуллинăн, Атласкинăн фермер хуçалăхĕсем хывса хăварнă вăрлăхсене пĕтĕмпех тĕрĕслеттернĕ, акма юрăхлă, ГОСТа тивĕçтереççĕ.
Халĕ районта çурхи туллăн «приокская», «пирамида», «прохоровка», «ирень», «московская-35», «тулайковская-10», «землячка» сорчĕсен 10809 центнер вăрлăхĕ пур. Анчах 1020 центнерĕ япăххисен шутне куçнă. Хуçалăхсем урпан «эльф», «биос-1» сорчĕсене туса илеççĕ, 19659 центнер вăрлăха хывса хăварнă. 2622 центнерĕ каллех сортсăр вăрлăх шутланать. Сĕллĕн «аллюр», «привет», «адома», «гунтер» сорчĕсен вăрлăхне 2217 центнер хатĕрленĕ, 460 центнерне выльăха çитерме ямалла, пахалăхсăр. Викăн «льговская-22» вăрлăхĕ 740 центнер кăна. Анчах 705 центнерĕ сортсăррисен шутĕнче. Çапла вара районĕпе паянхи куна пурĕ 4807 центнер вăрлăх (18 процент) ятне çухатнă, сортсăррисен шутне куçнă. Элита вăрлăх та 11 процент кăна, I—IV класлисем вара 58 процент (15853 центнер) пур.
Çавăнпа вăрлăха алласа тасатнипе кăна ĕç чарăнмалла мар, çĕнетсе улăштарасси пирки те манас марччĕ.
Источник: "Каçал Ен"