10 декабря 2008 г.
Декабрĕн 10-мĕшĕнче Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Аслă Ассамблейин виççĕмĕш сессийĕнче Этем прависен пĕтĕмĕшле декларацине (малалла - Деклараци ) йышăннăранпа 60 çул çитрĕ. Çак кун пĕтĕм Раççей шкулĕсенче «Çын прави» ятпа уроксем иртрĕç.
ООНăн Этем прависен комиссийĕн председателĕ Элеонора Рузвельт Декларацине вăя кĕртес тесе тăрăшнă. Çавăн пекех Джон Питер Хампрей (Канада), Рене Кассэн (Франци), Чарлз Малик (Ливан), Пенг Чан Чэнг (Китай), Эрнан Санта Круз (Чили), Александр Богомоловпа Алексей Павлов (Раççей), Лорд Дьюкстонпа Джеффри Уилсон (Великобритани),Уильям Ходгсон (Австрали) нумай ĕçленĕ. Документ пысăках пулмасан та (унта пурĕ 30 статья ), Деклараци кашни çыншăн гимн пек пулса тăнă.
Источник: "Каçал Ен"