АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇА ЫРĂ ĔÇСЕМПЕ ПУЯНЛАТĂР

10 декабря 2008 г.

 

Ырă сăмах юмана та чун панă, тет. Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем сăмах вăйне, ырăлăх чĕрĕлÿпе танлашнине çамрăк ăрăва сăнарлă каларăшсем урлă ăнлантарма тăрăшнă. Вĕсен сăмахĕсем нихăçан та кивелмеççĕ, паянхи куншăн та пĕлтершлĕ, кирек мĕнле лару-тăрура та вырăнлă. Ырă сăмахсен витĕмĕпе ырă ĕçе тытăнакансен йышĕ ÿссен тем пекехчĕ. Çак пархатарлă пулăм кăçал — Ырă ĕçсен çулталăкĕнче — уйрăмах вăй илсе аталаннине пит аван куртăмăр.

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче районта та чылай ĕç туса ирттерчĕç. Нумаях пулмасть тĕп библиотекăра «Заçинчен çырнă кĕнекесемпе, хаçатсемпе, журналсемпе паллашма пултарчĕç.кон добра» ятпа информаци кунĕ пулчĕ. Вулакансем ырă ĕçсем туни  Сăмахран, А.Артемьевăн «Салампи» романĕпе, В.Лазарева çырнă «Савăнтар çынсене» тата ытти нумай-нумай кĕнекесемпе паллашрĕç вĕсем.

«Пурнăçа ырă ĕçсемпе пуянлатсах пырар»,— тесе пĕтĕмлетрĕç информаци кунĕнче. Сăмах май каласан, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче вулакансем тĕп библиотекăна нумай кĕнеке парнелерĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика