АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРĂ-ГАСТРОЛЕР

06 декабря 2008 г.

 

Вăрра, урăх районсем, хуласем тăрăх çÿресе преступлени тăвакана «гастролер» теççĕ халăхра. Шăп çавăн пек истори пулса тухнă та ĕнтĕ Кĕçĕн Каçал ялĕнче иртнĕ çуллахи кунсенче. Çак ĕç юратупа çыхăннă тесен те тĕрĕс пулĕ.

1971 çулта Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çуралнă услап, А.Чебакин, кăçалхи январь уйăхĕнче кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа пирĕн район хĕрĕпе паллашать. Хитре те ăшă сăмахсемпе хĕр чĕрине тыткăнлать. Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче вара, те хĕрĕн амăшĕ кĕрÿллĕ пуласшăн пулнă ĕнтĕ – ăна, маларах виçĕ хут суд тенкелĕ çине ларнă çынна, киле кĕртет. Вăрласа тата ултавлă меслетпе вăрласа виçĕ хутĕнче те çавскер тĕрмене лекнĕ пулнă. Часах кил хуçи хĕрарăмĕн ывăлĕ аякри çар чаçĕнчен канма килет. Хăйпе пĕрле илсе килнĕ 37300 тенкĕ укçана амăшне пуçтарса хума сĕнет. Ниçта та ĕçлемен А.Чебакин çак укçа-тенкĕ çине куç хунă та ĕнтĕ. Кил хуçисем хăйсен ĕçĕсемпе аппаланнă вăхăтра ăна вăрласа кĕсйине чиксе хунă. Çавăнтах çак килтен никама систермесĕр тухса кайнă. Хапсăнчăк çын вăрланă укçапа кĕсье телефонĕ тата алла çыхмалли сехет туянать.

Ăнман кĕрÿ укçапа пĕрле çухални палăрсан, хĕрарăмсем йĕрке хуралçисенчен пулăшу ыйтаççĕ.

Комсомольски районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен В.Зайковпа А.Соловьев тепĕр кунне таркăн Чебакина Етĕрне хулинче кап! кăна ярса тытаççĕ.

Комсомольски район сучĕ А.Чебакина 2 çул та 6 уйăхлăха ирĕк прависĕр хăварма йышăнчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика