06 декабря 2008 г.
Декабрĕн 3-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ. Шăпах çак кун районта та инвалидсене пухса, уяв туса пачĕç. Тĕп библиотекăна вĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Инвалидсене саламлама районти тĕрлĕ организаци представителĕсем те килнĕ. Чи малтанах район администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ю.Скворцов саламларĕ. Çавăн пекех РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ З.Каринкина, 41-мĕш номерлĕ аптека начальникĕ Л.Васильева, тĕп больницăри поликлиника заведующийĕ Н.Таборкина, “Чувашия-Мед” страхлакан компанин районти уйрăмĕн представителĕ З.Галкина, социаллă страховани уйрăмĕн ертÿçи В.Тихонова, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Никитина, куç курманнисен обществин секретарĕ В.Константинова, тĕп библиотека заведующийĕ М.Мокеева, ветерансен совечĕн председателĕ Ю.Тимофеев тухса калаçрĕç. Инвалидсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕç. Вĕсене паян канăçсăрлантаракан ыйтусем вара чылай. Хăшĕ-пĕри хăйсен сывлăхне çирĕплетесшĕн. Эмелĕсем те чылай кирлĕ вĕсене. Районта инвалидсене тулли пулăшу парас енĕпе ĕçлеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен сывлăхне тĕрлĕ санаторире çирĕплетнĕ. Уяв саманчĕпе усă курса куç курманнисен обществин секретарĕ В.Константинова Ф.Младшаяна 65 çул тултарнă ятпа, обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн тав турĕ, парнепе чысларĕ.
Ăшă сăмахсем чылай пулчĕç çак кун.
Источник: "Каçал Ен"