АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НАРКОМАНИ АЧАСЕМШĔН ХĂРУШĂ

03 декабря 2008 г.

 

Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра «Наркомания: разговор на чистоту» тематикăлла каç иртрĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 9-мĕш классен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Библиотекăра «В здоровом теле — здоровый дух» кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Выставкăна наркотиксен сиенĕ, сывă пурнăçа еплерех йĕркелемелли çинчен кĕнекесемпе журналсем тăратнă.

Наркотиксем этемлĕхшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вĕсемпе усă курни организма пысăк сиен кÿрет.

Малтанах районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Л.И.Ярышева сăмах илчĕ. Вăл наркотиксемпе наркăмăшланакан çамрăксен йышĕ ÿссе пыни питех те пăшăрхантарни çинчен чарăнса тăчĕ. Наркомани паянхи кун ялсене те çитни, унпа уйрăмах çамрăксем çыхланни çинчен анлă калаçу ирттерчĕ.

«Ăна пĕрре тутанса пăхаççĕ, тепре... Кайран вара хăйпăнаймаççĕ. Наркомансем хушшинче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлакансем те пур. Тархасшăн унпа ан çыхланăр»,— тесе вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.

Тематикăлла каçа хутшăнакан ачасем «Наркотик çук» темăпа презентаци пăхрĕç. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем ачасене наркомани тата сывă пурнăç йĕрки çинчен буклетсем пачĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика