03 декабря 2008 г.
Декабрĕн 2-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче донор кунĕ иртрĕ. Республикăри юн илекен станцин Канашри филиалĕн ĕçченĕсем çитсенех унта юн парас кăмăллисем пуçтарăнма пуçларĕç. Донорсем хушшинче тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем пур: заводсен рабочийĕсем, медицина ĕçченĕсем, милици сотрудникĕсем, район администрацийĕнче, судра тата ытти çĕрте тăрăшакансем. Акă, Хирти Мăрат ялĕнче пурăнакан Макаровсен çемйи. Амăшĕ Галина Сергеевна халиччен те юн панă. Врач-эпидемиологăн пулăшуçинче ĕçлекен ывăлĕ Юрий вара — пĕрремĕш хут. «Кооператор» производство комбинатĕнчи Марина Каштановăпа Альфия Сыраева, районти тĕп больница гинекологĕ Анна Козлова, район администрацийĕн инженерĕ Александр Челаков донор кунĕсене кашнинчех хутшăнма тăрăшаççĕ. Район судĕнче хуралта тăракан Нина Терентьевна Говорова вара 1975 çултанпах донорсен йышĕнче.
Кирек ăçта вăй хурсан та, донорсем питĕ сăваплă ĕç тăваççĕ: вĕсем панă юн нумай çын пурнăçне çăлса хăварма, сывлăхне сиплеме пулăшать.
Источник: "Каçал Ен"