АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕМ ВУНШАР АЧА ÇИТĔНТЕРНĔ

29 ноября 2008 г.

 

Кăçал Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май, нумай ачаллă çемьесем тата ырă кăмăллă çынсем çинчен хаçат вулакансене ытларах пĕлтерес килет. Сăмахăм Аслă Çĕрпÿел тăрăхĕнчи 10 ача çуратса ÿстернĕ, «Ача амăшĕ-героиня» ята илнĕ хĕрарăмсем çинчен пулĕ.

Нумаях пулмасть çак ултă аннене, çывхарса килекен Амăшĕсен кунĕн уявĕ тĕлне, ял библиотекине пуçтартăмăр.

Кашни çемье çинчен ăшă сăмахсем каламалли нумай пулчĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Г.Ракчеев савăнăçлă тĕлпулăва уçрĕ. Ял библиотекарĕ малалла кашни çемьепех тĕплĕн паллаштарчĕ.

Нина Николаевна Анисимова 1930 çулта Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче çуралнă. Шăпа ăна Хирти Шăхасан ялĕнчи Алексей Александровичпа ĕмĕр ирттерме пÿрнĕ. 4 ывăлпа 6 хĕр çуратса ÿстернĕ мăшăр. Халĕ вĕсем килте иккĕшех пурăнаççĕ. Аслă ывăлĕ çак ялтах хăй çемйипе пурăнать. Вĕсем ватăсене выльăх-чĕрлĕх пăхма, пахча-çимĕç туса илме пулăшсах тăраççĕ. Лаша та пур вĕсен. Çуллахи вăхăтра пÿрт тулли мăнук. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен саламлаççĕ ачисем. Сăмахран, инçетри Мурманск хулинче пурăнакан ывăлĕ Юрий, тинĕсре ишевре. Вăл — штурман. Кашни çул, çемйипех ашшĕ-амăшне килсе курать. Хĕрĕсем тĕрлĕ професси алла илнĕ, чылайăшĕ тĕп хуламăрта ĕçлесе пурăнать. Пур ачи те çемьеллĕ.

Тепĕр çемье — Аслă Çĕрпÿел ялĕнчен. Çемье пуçĕ Иван Маркович Быков тăван колхозра 30 çул механизаторта вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Нина Сергеевна пахчаçимĕç бригадинче вăй хунă, фермăра та ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. 3 ывăлпа 7 хĕр çуратса çи-тĕнтернĕ мăшăр. Тĕп килте иккĕмĕш ывăлĕ Вова пурăнать. Кинĕпе, мăнукĕпе чун-чĕререн савăнать Нина аппа. «Хама ватлăхра пăхма лайăх кин тĕлне пултăм»,— тет вăл. Ывăлĕ, ашшĕ пекех, механизаторта тăрăшать. Ял халăхне пахча сухаласа çĕр улми лартса парать.

Хĕрĕсем те пурте çемьеллĕ. 20 мăнук вĕсен.

Çак ялти нумай ачаллă тепĕр çемье — Зимцовсем. Вера Алексеевнăпа Вениамин Дмитриевич 1946 çулта пĕрлешсе çемьеллĕ пулнă. Пурнăç вăл вăхăтра çăмăлах пулмасан та вунă ачана пăхса çитĕнтернĕ. Веня тете 40 çул ытла колхозра тĕрлĕ маркăллă тракторпа ĕçленĕ. «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕç пулнă. Вĕсен 4 ачи — спорт мастерĕн кандидачĕ тата спорт мастерĕ. Шел, пĕр ывăлĕ, Юрий, темиçе çул каялла сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Аслă хĕрĕ тивĕçлĕ канура. Килте Зимцовсем иккĕшех пурăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча-çимĕç туса илеççĕ. Вĕлле хурчĕсем те тытаççĕ вĕсем. Ачисем отпуск вăхăтĕнче ашшĕ-амăшне пулăшма килсех çÿреççĕ. Мăнуксенчен те пуян вĕсем. Çак уйăхра Вера аппа 85 çул тултарчĕ. Çуралнă кунĕ ячĕпе тата çывхарса килекен уяв ячĕпе ял библиотекарĕ Роза Степанова репертуарĕнчи «Çичĕ чÿрече» юрăпа саламларĕ.

Хирти Шăхасан ялĕ 10 ачаллă çемьесемпе пуян. Лисинсем çинчен те чылай ăшă сăмах пулчĕ. Александра Владимировнăпа Анатолий Трофимович 19 çулта чухне пĕрлешнĕ. Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ илемлĕ хĕре Хирти Шăхасан каччи пĕрре курсах килĕштернĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Туля тете шофер ĕçне туса пырать. Рейсран килсен мăшăрĕ ăна яланах кăмăллă кĕтсе илни çинчен те аса илет кил хуçи. Галя Шупашкарта тĕпленнĕ. Хĕрĕ Валя, ывăлĕ Валери çак ялтах хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Вĕсен пысăк та илемлĕ çурт. Ĕне те усраççĕ. Сачĕ те улма-çырлапа савăнтарать. 22 мăнук вĕсен. Коля ывăлĕ пĕр фирмăра директорта ĕçлет. Йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне илнĕ.

1979 çулта «Ача амăшĕ-героиня» ята Хирти Шăхасанта пурăнакан тепĕр çын тивĕçнĕ. Вăл — Фаина Ивановна Скворцова. Хамăр районти Янкасси ялĕнчен Иван Евграфовича качча килнĕ.

Файка инкен мăшăрĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех механизатор-комбайнер пулса ĕçленĕ. Паянхи кун та тĕреклĕ çÿрет-ха. 9 хĕр те 1 ывăл çут тĕнчене килнĕ вĕсен.

Миçе тĕрлĕ профессиллĕ çын вĕсен килĕнчен тухнă! Асли — бухгалтер, иккĕмĕшĕ — фармацевт, виççĕмĕш — медик, педагог тата ытти те пур вĕсен. Ывăлĕ — механизатор. Тĕп килтех пурăнать.

Юрă хыççăн юрă янăрарĕ савăнăçлă тĕл пулура.

Клавдия Макаровна Смирновăна ял çинче Клавье аппа теççĕ. 20 çул каяллах унăн мăшăрĕ Веня тете пурнăçран уйрăлса кайнă. Вăл хуçалăхра лашасене пăхнă. Клавье аппа колхоз ĕçĕнче тăрăшнă. 10 ачи пĕринчен тепри çамрăк пулнă. Кĕçĕнни 8 çулта çеç. Пĕччен вĕсене ура çине тăратма мĕн тери хĕн пулнă. Тĕрлĕ çĕре саланнă Клавдия Макаровнăн ачисем.

— Юрать-ха Сергейпа Борис хам çумра,— тет вăл.

Пурнăçра хуйхи-суйхи те пулать çав. Ывăлĕ Коля сарăмсăр çĕре кĕнишĕн паянхи кун та куççульне шăлать Клавье аппа.

Пысăк çурт. Илемлĕ хапха вĕсен. Пÿртĕнче те çав тери тирпейлĕ. Кăçалхи сентябрьте Клавье аппа 80 çул тултарчĕ.

Аннесен кунне халлланă уявра вĕсем сĕтел хушшине ларса вĕри чей ĕçрĕç, тутлă апат-çимĕçпе хăналанчĕç. Пĕрле юрланă юрăсем те вĕсен иртнĕ кун-çулне аса илтерчĕç. Аннесем куçĕсене вăрттăн шăла-шăла илчĕç. Аса илÿ, савăнăç куççулĕ...

Çак каçа ирттерме спонсорла пулăшу панăшăн Людмила Ефремовăна, Владимир Ракчеева, Владимир Шемякина тав сăмахĕ калатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика