АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂЛ ПУРРИПЕ ТЕЛЕЙЛĔ

29 ноября 2008 г.

 

Ирхине çывăрса тăратăп-и, шкултан вĕренсе килетĕп-и, урамран уçăлса таврăнатăп-и — пÿрте кĕрсенех аннене чĕнетĕп. Ăна хыттăн ыталаса илетĕп те хамăн çĕнĕ хыпарсене пĕлтерме васкатăп. Унăн çемçе алли мана пуçран ачашлать, çурăмран лăпкать. Çав самантра ырă пулса каять. Манран телейлĕ çын та çук тейĕн çутă тĕнчере. Анне юнашар пулсан хама мăшăр çунатлă туятăп. Чăнах та, эпĕ юратакан чи çывăх çын — ылтăн-кĕмĕлтен хаклă, сар хĕвелтен ăшă.

Манăн анне — Марина Николаевна Ятманова. Вăл 34 çул каялла Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче кун çути курнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ анне. Ялти 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă май чи хастар тимуровецсенчен пĕри пулнă. Анне аса илнине итлеме питех те кăмăллă. Юлташĕсемпе пĕрле вăл ватă çынсене, пĕччен пурăнакансене нумай пулăшнă. Вĕсене пусăран шыв йăтса панă, вутă çурса купаланă, хĕллехи вăхăтра юр уçнă.

Пĕррехинче, хĕллехи вăхăтра, çĕрĕпе çил-тăман алхаснă. Ир енне лăпланнă. Анне патне кÿршĕ хĕр ачи Нина Салаева чупса пынă та вĕсен çумĕнчи Анна аппан пÿртне юр хупласах лартнине пĕлтернĕ. Çывăх туссем йывăç кĕреçесем илнĕ те ватта пулăшма кайнă. Анна аппа икĕ хĕре тав тунă. Шкула каярах юлса пынишĕн те ят лекмен — ырă ĕçĕн хакĕ çук çав. Анне пире, йăмăкпа иксĕмĕре, аслисене, ваттисене хисеплеме вĕрентет. Хăйне те çынсем ырă кăмăлĕшĕн, сăпайлăхĕшĕн хисеплеççĕ. Анне ялти медпунктра вăй хурать. Яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн ăна ялти çынсем сума сăваççĕ. Аннеçĕм тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшать.

77 çулхи асаннепе те вĕсем килĕштерсе пурăнаççĕ. Кил- çуртра пур ĕçе те пĕрле калаçса пурнăçлаççĕ. Пире те лайăххине çеç вĕрентеççĕ. Аннепе асанне нихăçан та хыттăн калаçнине илтмен. Ачисемпе мăнукĕсемшĕн вĕсем тĕслĕх вырăнĕнче.

Атте — çемье тĕрекĕ. Хуçалăхри йывăр ĕçсене унсăрăн пурнăçлама та çук.

Анне — çемье ăшши тесе калаççĕ. Пÿрт тирпейлĕхĕ, хăтлăхĕ унăн ĕçчен аллинчен нумай килет. Сĕтел çинчи апат-çимĕç те аннене пулах пăсланать, тутлă шăршипе сăмсана кăтăклать. Вăл пĕçернĕ кукăль пичĕ сап-сарă та кăпăшка. Тутанса пăхсан татах та çиес килет.

Çапла пĕррехинче эпĕ те аннене кукăль тума пулăшас терĕм. Вăл хурса хăварнă чуста хăпарса кайма та ĕлкĕрнĕ, хăй вара çаплах ĕçрен пушанса таврăнайман-ха. Эпĕ вара — те пулăшас тĕллевпе, те ăсталăха кăтартас шухăшпа — тытрăм та ĕçе пикентĕм. Чуста пăш та пăш туса сывлать. Çатăрласа тытрăм чустана пĕр ывăç. Анчах мĕн ку; Чуста алран хăпса ниепле те сĕтел çине ÿкмест. Сылтăм аллăма пулăшма сулахаййи васкарĕ. Мĕн чухлĕ тăрмашсан та кукăль тăваймарăм. Сĕтелпе алă хушшинчи чуста çилĕм пекех тăсăлать. Юрать-ха анне вăхăтра килсе çитрĕ, унсăрăн мĕн тумаллаччĕ... Унăн вичкĕн куçĕ ман йăнăша тÿрех асăрхарĕ. Çепĕç сассипе: «Чуста тытиччен малтан алла тип çупа сĕрмелле, сĕтел çийĕ пирки те манма юрамасть»,— терĕ. Çакăн хыççăн кукăль пĕçерме вĕрентĕмех. Ахальтен каламан: «Пĕлмен ĕçе малтан шухăшламасăр ан ту».

“Ача-пăча ÿстересси — чăх-чĕп ÿстересси мар”,— тенĕ ваттисем. Çут тĕнчене килнĕ пепке пурнăçĕшĕн аслисем питĕ яваплă. Çирĕп сывлăхлă, ăслă-тăнлă ачасем çитĕнччĕр тесе ашшĕ-амăшĕ чунтан тăрăшать. Анчах нумайăшĕ çывăх çынсем пур çĕртех шкул-интернатсенче пурăнать. Вĕсемпе танлаштарсан, эпĕ хама питĕ телейлĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен ман çумра атте-анне ăшши пур. Анне мана кирлĕ вăхăтра яланах пулăшса пырать. Ахальтен мар ваттисем те çаплах калаççĕ: “Ашшĕсĕр ача — çур тăлăх, амăшĕсĕр ача — хăр тăлăх”.

“Хĕвел шевли — анне кулли,

Анне сасси — чĕкеç юрри.

Анне пулсан — телей тулли,

Чи хаклă мул — анне пурри, — çапла çырать хăйĕн сăввинче А.Орлов поэт.

Чăнах та, анне пулсан эпир хамăра чи телейлисем теме пултаратпăр. Вăл пире хĕвел шевли пек куллипе, чĕкеç сасси пек юррипе савăнтарать. Эпĕ хамăн аннене питĕ хытă юрататăп, хисеплетĕп, ăна нихăçан та кÿрентерместĕп. Вăл маншăн чи хаклă та çывăх çын.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика