29 ноября 2008 г.
Кашни çулах чăваш халăхĕ чÿк уйăхĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнă куна паллă тăвать. Çак кунсенче пур çĕрте те унăн хăватлă, вилĕмсĕр сăввисем янăраççĕ. Шупашкарта ăна асăнса лартнă палăк умне çыравçăсем, шкул ачисем, студентсем пуçтарăнаççĕ. Ĕмĕрлĕхе çамрăк юлнă сăвăç ячĕпе кашниех хĕрлĕ чечексем хума тăрăшать.
Эпир те айккинче тăрса юлмарăмăр. Хырхĕрри тĕп шкулĕнчи 5—8-мĕш классен вĕренекенĕсем ялти модельлĕ библиотекăра “Çеçпĕл пирĕн чĕрере” ятпа литература каçĕ ирттерчĕç. Хăтлă та илемлĕ пÿлĕмре Çеçпĕл çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнăн туйăнчĕ: ун çинчен çырнă кĕнекесен выставки, сăвăçăн тăванĕсемпе юлташĕсен портречĕсем, буклетсем, ун ячĕпе янăранă сăвăсем...
Модельлĕ библиотека заведующийĕ Вера Анатольевна Горбунова Çеçпĕл Мишши пирки каласа панине çамрăк ăру тимлĕ итлесе ларчĕ. Вĕсене ытларах поэтăн йывăр та тумхахлă ачалăхĕ кăсăклантарчĕ.
Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Е.М.Яндрова ачасене тĕрлĕ конкурса хутшăнтарчĕ. Сăвăç кун-çулĕпе çыхăннă датăсене, Çеçпĕл Мишши çырнă хайлавсен ячĕсене, тест ыйтăвĕсене тĕрĕс пĕлес тĕлĕшпе йывăрлăхсем питех пулмарĕç. Тăватă ушкăн хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра ыттисем сăвă йĕркисем ăсталарĕç.
Çивĕч ăс-тăн кăтартса, анлă тавракурăмне палăртса Артем Школьников (8 -мĕш класс), Алла Волкова (7-мĕш класс) чи нумай балл пуçтарса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Çеçпĕлĕн “Хурçă шанчăк” сăввине 7-мĕш класра пĕлÿ пухакан Катя Ятмановăпа Женя Белков чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç. “Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, çĕр шывăн хастар ачисем” йĕркесене çамрăксем Çеçпĕл пек пулар, Тăван çĕр шыва юратар, сума сăвар тесе йышăнчĕç.
Источник: "Каçал Ен"