26 ноября 2008 г.
Чăваш, тутар, вырăс, ирçе тата ытти халăх ачи карусельпе ярăнма хавас. Çакна шута илсех-ши, районсем хушшинче йĕркелекен фольклор ансамблĕсен фестивальне “Карусель” ятпа уçрĕç. Фестивале ноябрĕн 20-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче йĕркелерĕç. Кунта пирĕн тăрăхра, кÿршĕ Елчĕк районĕнче пурăнакан ачасем, пулас артистсем пухăнчĕç. Уявра ташши те, юрри те чылай пулчĕ. Ачасем сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç. Уйрăмах районти ача-пăча искусство шкулĕн Урмаелĕнчи филиалĕнчи чи пĕчĕккисен ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарнине куракансем хапăлласах йышăнчĕç. Тутар юрри-ташшине парнелерĕç вĕсем. Г.Шарипова ертÿçĕн тÿпи кунта чăннипех те пысăк. Тукай, Аслă Чурачăк, Чĕчкен ял поселенийĕсенчи ачасем те пултаруллă. “Тивлет” фольклор ансамблĕ чăваш юррисене илемлĕ шăрантарчĕ. Елчĕк районĕнчен килнĕ фольклор ансамблĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Фестивале хутшăннă ачасене пурне те Диплом, парне парса чысларĕç. Вĕсен ертÿçисене Т.Макаровăна (Аслă Чурачăк), Г.Шариповăна (Урмаел), А.Идиатуллинана (Чĕчкен), Г.Степановăна (Тукай), А.Воробьевăна (Елчĕк) тав хучĕ пачĕç. Н.Михайлова, Н.Андреева (Комсомольски), К.Мавлютова (Урмаел) илемлĕ юрăсемшĕн, уçă сасшăн Диплома тивĕçрĕç. Ачасен сцена çинчи пултарулăхĕ ертÿçĕсенчен чылай килет.
Фестивале пирĕн ентеш, Кĕçĕн Çĕрпÿел хĕрĕ, Раççей, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ , “Уяв” фольклор ансамблĕн ертÿçи Зинаида Алексеевна Козлова килни чăннипех те кĕтменлĕх, савăнăç пулчĕ. Вăл та ентешĕсемпе курнăçма пит хавас, ачасен пултарулăхне те пысăк хак пачĕ. Каçал тăрăхĕнче чăннипех те пултаруллă çынсем çитĕннине пĕлтерчĕ. “Телей те ăнăçу сире, ачасем”,— терĕ вăл вĕсене саламласа Диплом панă май. Фольклор ансамблĕсен ертÿçисене те ырăпа асăнчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ вара Зинаида Алексеевнăн вĕренекенĕсемех иккен. Зинаида Козлова тăван ене пĕччен килмен. Хăйĕнпе пĕрле вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсен “Юрай” фольклор ансамбльне илсе килнĕ. Вĕсем вара хăйсен пултарулăхĕпе куракансене чăннипех те тыткăнларĕç. Ташши те, юрри те пит килĕшÿллĕ-çке. «Юрайсем» чăвашла çеç мар, вырăсла та, марилле те юрăсем шăрантарчĕç. Ушкăнра тĕрлĕ халăх ачи пурри çакна тума хистет те. Çамрăк хĕр Анна мари ташшине тĕлĕнмелле илемлĕ ташларĕ. Залра ларакансем тепĕр хутчен ташлама ыйтнинчен те тĕлĕнме кирлех мар пулĕ. Зинаида Козлова çак кун мастер-класс ирттерчĕ тесен те тĕрĕс пулĕ. Районти ача-пăча искусство шкулĕн ертÿçи Фарид Гибатдинов тĕрлĕ ыйту пачĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ. Ентеш кашни ыйту çинех туллин хуравларĕ. Чыс-хисепе вăл çăмăллăн çĕнсе илмен, уншăн чылай тар тăкма тивнĕ. Савăнăçĕ те, хуйхи те пайтах пулнă. Анчах Зинаида Козлова нихăçан та пуç усман, шав малалла ăнтăлнă. Ăнтăлун çимĕçĕ те пур. “Уяв», “Юрай” фольклор ансамблĕсене куракансем хапăлласах йышăнаççĕ. Вĕсем гастрольпе Чăваш Енре çеç мар, Тутарстан, Мари Эл Республикисенче те пулаççĕ. Ытти çĕр шывсене те сахал мар тухса çÿреççĕ. Артистсем уçă сасăпа юрлани илĕртет. Юррисем те тĕрлĕрен, ĕлĕкхисем те пур. Çак юрăсене Зинаида Козлова хăех пуçтарать.
— Зинаида Алексеевна сирĕншĕн кам?— терĕ Ф.Гибатдинов “Юрай” ансамбле çÿрекенсене.
— Чи лайăх çын, хаклă тус, иккĕмĕш анне,— пулчĕç хуравсем.
Ентешсем те хисеплеççĕ пултаруллă артиста. Çакна залра ларакансем сăмахпах çирĕплетрĕç.
— Эсир чăн-чăн культура çынни, тав сăмахне тивĕç çын. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр,— терĕç.
“Юрай” ансамбль, З.Козлова фестивале хутшăнма кăмăл тунишĕн чăннипех те тав сăмахне тивĕç. Ăнăçу сунатпăр вĕсене.
Источник: "Каçал Ен"