АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ТЕЛЕЮРĂНА» ХУТШĂННĂ

26 ноября 2008 г.

 

“Каçал” халăх фольклор ансамбльне районта та, республикăра та, ытти çĕрте те пĕлмен çын çук пулĕ. Вĕсем тăтăшах гастрольсене çÿреççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ. Çĕнтерÿпе те таврăнаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере вĕсем “Телеюрă” программăна хутшăнчĕç.

“Телеюрăна” хутшăнни — пирĕншĕн пысăк çитĕнÿ. Сцена çинче эпир Эткер ялĕнче пурăнакан В.Крючковăран çырса илнĕ «Çумăркка ачи суха сухалать» юрра шăрантартăмăр, чăваш ташшине ташларăмăр. Залра ларакансем тăвăллăн алă çупни савăнтарчĕ, кăмăла çĕклерĕ. Вĕсем ыйтнипе “Ăçта-ши шур акăшĕ?” юрра юрларăмăр. Чăваш Республикин паллă артисчĕсем: Е.Османова, Л.Семенова, С.Павлов, П.Романов, В.Христофоров, Л.Васильева, “Янташ” ушкăн сцена çине тухрĕç.

А.Осипов ыйтнипе антракт вăхăтĕнчех фойере ташларăмăр, юрларăмăр, пĕрле савăнакансем те пулчĕç. Пирĕн пултарулăхран тĕлĕнекенсем, ыйтса пĕлекенсем пулчĕç. Коллектива çакăн пек кĕтсе илни, хапăл туни паллах савăнтарчĕ,— тет В.Павлов ертÿçĕ.

В.Павлов тăрăшнипе “Каçал” халăх фольклор ансамблĕн репертуарĕнче ĕлĕкхи юрăсем чылай. Вĕсене вăл районти тĕрлĕ ялсенче пурăнакансенчен çырса илнĕ. Артистсем хăйсен юррисемпе район çыннисене кашни концертрах савăнтараççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика