22 ноября 2008 г.
Районти налук инспекцине патшалăх налук инспекцийĕн 1990 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнчи приказĕпе туса хунă. Начальник пулма Евгений Иванович Чернова çирĕплетнĕ. Ун чухне штатра 7 çын çеç пулнă. 1992 çулта унта ĕçлекенсен йышĕ 12, 1995 çулта 19 çынна çитнĕ.
1999 çулхи декабрь уйăхĕнче районти патшалăх налук инспекцийĕнчен РФ Налуксемпе сборсен министерствин районти инспекцине туса хунă. 2001 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнчи приказпа Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекци йĕркеленĕ. Вăл Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк районĕсене пĕрлештерсе тăрать, налук пуçтарассине йĕркелесе пырать. Паянхи кун унта Федераллă патшалăх служащийĕсем пурĕ 70-ĕн тата пулăшу ĕçĕ тăвакан çынсем 16-ăн шутланаççĕ.
Налук инспекцине туса хунă вăхăтра вăл район администрацийĕнче вырнаçнăччĕ. Унта ĕçлеме тăвăртарах та пулнă. 1999 çулта Пришкольнăй тăкăрлăкра налук инспекцийĕн çĕнĕ çуртне туса лартнă. 2006 çулта ăна тĕпрен юсаса реконструкциленĕ. Халĕ унта хăтлă, ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Клиентсен ыйтăвĕсене те çийĕнчех тивĕçтереççĕ. Инспекцире опытлă, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекенсем тăрăшаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — налуксемпе ытти тÿлевсене вăхăтра пуçтарса пĕтересси. Кодекса пăснă тĕслĕхсене тупса палăртса укçи-тенкине патшалăх хыснине тавăрасси те вĕсем çинчех. Инспекци 9 структура подразделенийĕнчен тăрать: ертсе пыракансем, финанс тата пĕтĕмĕшле пулăшу, юридици, налук тÿлекенсемпе ĕçлекен, регистраципе учет, информаци технологийĕ, тишкерÿ, отчет тата вĕсене йĕркелесе пыракан, камераллă тĕрĕслев, тухса çÿресе тĕрĕслекен пайсем.
Налук тÿлекенсен вăхăтне тытас мар, вĕсен ыйтăвĕсене кĕске вăхăтрах татса парас тĕлĕшпе ятарлă 3 кабина вырнаçтарнă. Унта предпринимательсемпе уйрăм çынсенчен декларацисем йышăнаççĕ. Справкăсем, ИНН параççĕ, регистраци тума документсем илеççĕ. Цифрăсем çинче чарăнса тăрар-ха. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен сентябрĕн 30-мĕшĕччен çеç налук тÿлекенсенчен 10008 налук декларацийĕ тата бухгалтери отчечĕ йышăннă. Пурĕ пирĕн пата 963 предприятипе организаци отчетсем тăратаççĕ.
Налук пуçтарнипе, тĕрĕслевсем ирттернипе пĕрлех вĕрентÿсем йĕркелетпĕр. Кĕске вăхăтрах ун пек 14 семинар иртрĕ. Инспекцине кĕрсен налук ыйтăвĕсемпе çыхăннă стендсемпе паллашма пулать. Унта çĕнĕлĕхсене кăтартсах тăратпăр.
Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи 2-мĕш инспекцийĕ 2004 çулхи I тата IV кварталсенче тата 2008 çулхи II кварталта налукçăсен экономика ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăнсем йышăнниех ĕçченсен пултарулăхне, хăйсене шаннă ĕçе пĕлсе тунине çирĕплетет. Пирĕн районта çеç 773 предприниматель, 27367 уйрăм çын, юридици вăйĕнче тăракан 258 предприяти, организаци налук тÿлет. Вĕсем парăмсене вăхăтра татса пыма тăрăшаççĕ.
Ĕç ĕçпе те, республикăри налук органĕсем ирттерекен пур мероприятисене те хутшăнатпăр. 2003 çулта, акă, художество пултарулăх коллективĕсем хушшинче хăйнеевĕрлĕхпе, налук ĕçченĕсен кулленхи ĕç-хĕлне туллин çутатма пултарнипе палăрнă, Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çав çулах пирĕн инспекци ĕçченĕсем спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăннă. Çуллахи спартакиадăран 2-мĕш вырăнпа тата Дипломпа таврăннă, 2004 тата 2005 çулсенче пирĕн налукçăсем уйрăмах ла-йăх ăмăртнă. Çуллахи спартакиадăра 1-мĕш вырăн йышăннă. 2006 тата 2007 çулсенче те II степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ.
Ĕнер РФ налук органĕсенче ĕçлекенсен кунне паллă турăмăр. Хастаррисем, ĕçре палăрнисем Хисеп хучĕсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Налукçăсем малашне те хăйсен ĕçне юратса, пĕлсе, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанса тăратăп. Вĕсене канăçсăр ĕçĕнче чăтăмлăх, вăй-хал, çирĕп сывлăх, пурнăçра телей сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"