22 ноября 2008 г.
Пирĕн ялсене пурте усă куракан автомобиль çулĕсемпе çыхăнтармалли программа пурнăçланчĕ темелле. Вăл пуриншĕн те чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ — ку никама та ик-кĕлентермест. Йĕпе-сапа çанталăкра, уйрăмах çурхи-кĕрхи тапхăрта, асфальт сарманран ялти çулсемпе автотранспорт çÿреймест. Ял хуçалăхне е ытти ĕç-хĕле те йĕркеллĕ аталантарма май çук. Шкул ачисене автобуспа илсе çÿреме те чăрмавлă. Васкавлă медпулăшу машинисем те вырăна çитеймеççĕ...
Çулталăк вĕçлениччен тепĕр уйăх ытларах-ха. Апла пулин те Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Тăвай, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Канаш, Вăрмар районĕсен ертÿçисем республика программине пурнăçлани пирки пĕлтерчĕç ĕнтĕ. Ытти районсенче те çак ĕç вĕçленсе пырать.
ЧР Президенчĕ Николай Федоров Патшалăх Канашне 2008 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр» Çырура: «Кăçал халăх пурăнакан мĕн пур вырăна çитиччен хытă сийлĕ çулсем тумалли программăна вĕçленĕ май Министрсен Кабинечĕ умне тĕллев лартатăп: муниципалитетсемпе пĕрле халăх пурăнакан тĕп урам сетьне асфальт сармалли программăна, çак ĕçе те 2015 çул тĕлне вĕçлеме палăртса, туса хатĕрлемелле»,— тенĕччĕ. Çак программа кăçалах пурнăçа кĕме тытăннине палăртма кăмăллă. Паянхи кун тĕлне 58 ялти тĕп урамра 130 километр тăршшĕ хытă сийлĕ çул сарнă та ĕнтĕ.
Президентăн «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» указĕ çак отрасле аталантарас ĕçре чăннипех те палăрмаллах витĕм кÿчĕ. Чăваш Енре ку ĕç «фронтĕнче» вăй хуракансен йышĕ 6150 çынна çитрĕ. Юлашки икĕ çулта кăна кунта тепĕр 740 ĕç вырăнĕ тупса панă. Пысăк тата вăтам организацисенче вăй хуракансен уйăхри шалăвĕ 14 пин тенкĕпе танлашнă.
Асăннă тапхăрта организацисен пурлăхпа техника никĕсĕ вăйлă аталаннине те палăртмалла. Çул тумалли машина-трактор е урăх йышши техника шучĕ юлашки икĕ çулта 2100 çитнĕ.
«Чăвашавтоçул» ПУПăн, «Резон», «Мост», «Сурстройсервис» ОООсен производство лаптăкĕсенчи асфальтпа бетон хутăшĕ хатĕрлекен заводсен хăватне ÿстернĕ. «Воддорстрой» ОООпа «Дорисс» АУО паянхи кун шайĕнчи заводсене хута янă. Халĕ вĕсенче сехетре 110 тонна асфальтпа бетон хутăшĕ хатĕрлеме пулать.
Чăваш Республикинчи мĕн пур яла çитмелли çулсене малтан 2015 çулччен туса пĕтерме пăхнă. Çулсем вара паянах кирлĕ, 10 çултан мар. Шăпах Программăна пурнăçлассине хăвăртлатма йышăнса Президент Указ кăларчĕ.
Вăл ăнăçлă пурнăçланать терĕмĕр. Анчах хăш-пĕр кăткăс объектра тарăн вар урлă тата шыв юхакан вырăнта 2 диаметрлă бетон кăшăлсем хурса çул хывассине организацисем 2009 çула хăварĕç. Ку е вăл çĕрте вара электролинисене куçарма тивĕ. Тепĕр çула куçакан ĕçсене çитес çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă.
Çул-йĕр тумалли программа кунпа вĕçленмĕ-ха. Строительство организацийĕсем çитес виçĕ çул хушшинче хула урамĕсенче тата вĕсен çывăхĕнче 58,9 километр асфальт çул сарĕç. Чăннипе вара çак ĕç пуçланнă та. Ку тĕллевпе 2009 тата 2010—2011 çулсенче 3,07 миллиард тенкĕ пăхса хăварĕç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 620 миллион уйăрĕç.
Чăваш Республикинчи муниципалитетсемпе пĕрле ялсенчи тĕп урамсенче хытă сийлĕ çул сарас енĕпе 2009—2011 тата 2015 çулччен тумалли ĕçсен йышне тата ăна валли мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрассине палăртнă. Асăннă тапхăрта ку тĕллевпе 1481 ялта 1488,9 километр асфальт сармалла. Çак программăна пурнăçлама 27,4 миллиард тенкĕ кирлĕ пулĕ.
Çак сĕнÿсене «Чăваш Республикинче 2006—2010 çулсенче тата 2015 çулччен автомобиль çулĕсене çĕнетесси тата аталантарасси» тĕллевлĕ программăна кĕртнĕ. Халĕ ăна ЧР Финанс тата Экономика министерствисенче сÿтсе яваççĕ.
Çитес виçĕ çул хушшинче урамсенче асфальт сарма бюджетран 1,28 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çакă 86 ялта 100 километр хытă сийлĕ çул сарма çитĕ.
М.ИВАНОВ.
РЕДАКЦИРЕН: Пирĕн районта кашни ялах асфальтлă çул çитнĕ. Ку енĕпе район администрацийĕ тăрăшса ĕçлет. Малашне ялсем хушшинчи «лаша çулĕсене» те асфальт сарас тĕлĕшпе ĕçлесшĕн. Патшалăх пулăшать пулсан, пурăна-киле юнашарти яла автомашинăпа тавра çулпа мар, тÿртен те çитме май пулĕ. Ялсенчи тĕп урамсенче хытарнă çулсем пулни çынсемшĕн паха пулĕччĕ.
Источник: "Каçал Ен"