22 ноября 2008 г.
Ноябрĕн 20-мĕшĕнче районăн 70 çулхи юбилейне халалланă смотр-конкурс малалла тăсăлчĕ. Сцена çинче Комсомольски райпо коллективĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ
Концерт пуçланас умĕн фойере канма килнĕ çынсене райпо хăйĕн чи тутлă продукцийĕсемпе сăйлани халăха питĕ килĕшрĕ.
Кану каçне райпо совечĕн председателĕ Е.И.Карпеев уçрĕ. Вăл экономика кризисне пурте пĕрле чăмăртанса çăмăллăн ирттерсе яма сунчĕ. Тĕп бухгалтер С.Ф.Кокорева хăйĕн докладĕнче коллективăн ĕçĕ-хĕлĕпе, малашнехи планĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл райпопа район пĕр çулта пулнине палăртса хăварчĕ. Доклад вăхăтĕнче райпо ĕçĕ-хĕлĕ çинчен компьютерпа слайдсем кăтартни те вырăнлă пулчĕ.
«Мĕнле канатăн — çапла ĕçлетĕн»,— тенĕ ваттисем. Чылай юрă-кĕвĕ шăранчĕ çак каç. Артистсем концерта «Приходите в наш дом» юрăпа уçрĕç. Программăна А.Герасимовăпа А.Григорьев конферансьесем лайăх ертсе пычĕç. Райпо правленийĕн членĕсем хăйсем ырми-канми тăрăшнине кăна мар, епле канма пултарнине те сцена çинче кăтартрĕç. Юрăçсем хăйсен юррисемпе залра ларакан ватти-вĕттин чĕрисене тыткăнларĕç. З.Назмеева «Девочка-зима», В.Пушкарев «Песня Матвея», З.Макова «Курас килет» юрăсемпе савăнтарчĕç. Е.Шатова хăйĕн цыган ташшипе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Маттур, Елизавета Ивановна! Чăн-чăн чикан майри тейĕн. Çавăн пекех И.Зубунова, Л.Кокшина тата ыттисем те илемлĕ сассисемпе залри çынсене савăнтарчĕç.
Чылай юрă шăрантарчĕç ĕçченсем, хăйсем чăнах та пултаруллă пулнине çирĕплетрĕç. Тăвăллăн алă çупрĕç залра ларакансем, сцена çинчи артистсене нумай чечек парса тав турĕç. Концерт программине «Как здорово, что все мы здесь сегодня собрались!» юрăпа вĕçлерĕç, фейерверк та пулчĕ.
Концерт вĕçĕнче райпо совечĕн председателĕ Е.И.Карпеев тухса калаçрĕ. Район халăхне малашне те куллен кирлĕ таварсемпе, апат-çимĕçпе тивĕçтерме сăмах пачĕ.
Районта предприятисемпе организацисем, учрежденисем чылай. Ĕçлеççĕ, тăрăшаççĕ, вăй хураççĕ. Район 70 çул тултарас умĕн йĕркеленĕ смотр-конкурсра вара вĕсене сцена çинче те куратпăр. Апла пулсан ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та ăста иккен пурте. Çакна вĕсен юрри-ташши чăннипех те çирĕплетет.
Источник: "Каçал Ен"