22 ноября 2008 г.
Республикăри министерствăсемпе ведомствăсенче ĕçлекен яваплă çынсем уйăхсерен районсене тухсан, унти халăхпа тĕл пулу ирттереççĕ, çынсен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ.
Черетлĕ тĕл пулу ноябрĕн 19-мĕшĕнче иртрĕ. Тĕпрен илсен, РФ Президенчĕ Д.А.Медведев Федераллă Собрание янă Çыру пирки сăмах пулчĕ. Унта палăртнă ыйтусене пăхса тухрĕç.
Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.С. Яковлев Урмаел тата Чĕчкен ял поселенийĕсене çитсе курчĕ.
Çула май Урмаел ялĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне милици полковникĕ В.С. Яковлев район пуçлăхĕпе Г.Ф. Волковпа пырса çитрĕç. Тĕп врач Р.Г.Диканеева уйрăмăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса пÿлĕмсене тата унти оборудованисене кăтартса çÿрерĕ.
Чĕчкен ял поселенийĕнче вара Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Вячеслав Семенович республикăри криминаллă лару-тăрупа, районти хăш-пĕр кăтартусемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл вĕрентÿ тытăмĕнче вăй хуракансене шалу укçипе тивĕçтермелли çĕнĕ йĕркен йышăну проекчĕпе паллаштарчĕ. Асăннă документăн никĕсне бюджет тытăмĕнче тăрăшаканăн ĕç тухăçлăхне тĕрлĕ хушма тÿлевпе хавхалантарса ÿстерме пулăшассине тĕпе хывнă. Отрасльте вăй хуракан кашни çын квалификацие, ĕç кăткăслăхне, ăна мĕнле пурнăçланине кура шалу илĕ. Шкул ачисене министр çумĕ тăрăшса вĕренме, çитĕнÿсем тума сунчĕ.
Тĕл пулăва çавăн пекех Аслă Чурачăк ял старости В.Акчурин хутшăнчĕ. Василий Титович информаци ушкăнне ял çыннисен пурнăçĕпе, тавралăха, яла, урамсене епле майпа тирпейлесе тăни пирки каласа кăтартрĕ.
Ку тĕл пулура ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Ю.Г.Лукияновпа «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев та пулчĕç.
Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин руководителĕн çумĕ С.И.Скворцов районти ветстанци ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Р.М.Велимухаметов ертÿçĕ хăйсем пурнăçлакан ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Кунта вăй хуракансемпе тĕл пулу йĕркелени те паха пулчĕ. Паянхи куна ветеринари станцийĕнче 54 çын тăрăшать, вĕсенчен чылайăшĕ — аслă пĕлÿллĕ специалистсем. Хăйсене шанса панă ĕçе вăхăтра та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ял поселенийĕсенче ветеринари пункчĕсемпе участоксем ĕçлеççĕ. Унта выльăх-чĕрлĕхе, ытти чĕрчунсене вăхăтра вакцинацилессипе те, чир-чĕртен сыхлассипе те, вăхăтра пулăшу парас енĕпе те специалистсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Р.Велимухаметов пурнăçламалли ĕçсене планпа, вăхăтра туса пынине палăртрĕ. С.И.Скворцов та тухса калаçрĕ. Вăл ĕçченсене ЧР Патшалăх ветеринари службин ĕçĕ-хĕлĕпе, ытти хыпарсемпе паллаштарчĕ. Чăваш Енре “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ епле пурнăçланни çинче чарăнса тăчĕ, ял хуçалăх отраслĕ çулран-çул аталанса пынине, вăй илнине палăртса хăварчĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн указĕпе килĕшÿллĕн кашни яла асфальтлă çул çитерме палăртнă. Çак ĕç пурнăçланса пырать, ку енĕпе тăрăшсах ĕçлеççĕ. Çавăн пекех ĕçмелли пахалăхлă тата таса шывпа тивĕçтерес енĕпе те çине тăнине палăртма кăмăллă. Ытти ыйтусене те хускатрĕ ветеринари службин представителĕ. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама ыйтрĕ. Тĕслĕхрен, вăхăтра чир-чĕртен асăрханмасан инкек пуласси те çавăнтах. Кунта вăй хуракансен ыйтăвĕсем çине те туллин хуравларĕ вăл.
Районти ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.А. Енилина Хырхĕрри ял поселенийĕнче пулчĕç. Паянхи кун ăнăçлă ĕçлесе пыракан “Восток” ял хуçалăх кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашрĕç. Ĕçлĕ ушкăн “Слава картофелю” агрофирмăна та çитсе курчĕ. Ял хуçалăх сферинчи çитĕнÿсене, çитменлĕхсене, чăрмавсене сÿтсе яврĕç. Тĕллевсене палăртрĕç.
Источник: "Каçал Ен"