АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЯВ ТУСА ПАЧĔÇ, САВĂНĂÇ ПАРНЕЛЕРĔÇ

19 ноября 2008 г.

 

Кĕçех Раççейри Аннесен кунĕ çитет. Районти воин-интернационалистсен совечĕ çĕршывăмăртан аякра службăра тăнă салтаксен амăшĕсене манса каймасть. Нумаях пулмасть вĕсене районти тĕп библиотекăна пуçтарчĕç. Тĕрлĕ ялсенчен салтаксен 43 амăшĕ килнĕ. Вĕсене воин-интернационалистсем хăйсен вăйĕпе уяв туса пачĕç. Малтанах вĕсене район администрацийĕн представителĕ, «Единая Россия» партин районти политсовечĕн секретарĕн çумĕ В.Н.Гаврилов саламларĕ. Амăшĕсене паттăр ывăлсем çитĕнтернĕшĕн тав турĕ. Ачисем инçетре службăра тăнă вăхăтра пăшăрханмалли, хуйхăрмалли нумай пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех çар ĕç комиссариатĕнче нумай çул ĕçленĕ А.И.Турханов пенсионер та сăмах илчĕ. «Афганистана каякан ачасене шăпах эпĕ ĕçленĕ вăхăтра янă. Амăшĕсем чăтнă, тÿснĕ. Шел, хăшĕ-пĕри каялла тăван киле таврăнаймарĕ»,— терĕ Анатолий Иванович. Пуç хунисене асăнса пĕр вăхăт шăп тăчĕç. А.Турханов О.Венедиктов афганеца патриотизм юхăмне аталантарас енĕпе хастар ĕçленĕшĕн «Боевое братство» организацин «За ратную доблесть» медалĕпе наградăларĕ. «Амăшĕсене районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина саламларĕ, пурнăçра телей, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ.

Уява килнисем Хырай Ĕнелĕнче çуралса ÿснĕ афганец амăшĕ А.И.Ласточкина вуланă «Анне чĕри» сăвва сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç. Сăвăри йĕркесем, хĕрарăмăн тикĕс те чĕтренсе тухакан сасси пурин чунне те тыткăнларĕç.

Амăшĕсене районти «Каçал» халăх фольклор ансамбльне çÿрекенсем те саламларĕç. Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Вĕсене уява килнисем хапăлласа йышăнчĕç.

Каярахпа сĕтелсем хушшине вырнаçса пĕрле чей ĕçрĕç. Кунта амăшĕсен калаçмалли те чылай пулчĕ, юрларĕç те, ташларĕç те. Воин-интернационалистсен совечĕн членĕсем вĕсене чечек çыххисем, парнесем пачĕç. Тулли кăмăлпа, тав сăмахĕсемпе уйрăлчĕç амăшĕсем. Ватă çынсене савăнăç кÿме нумай кирлĕ-и? Вĕсене манса кайманни паха.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика