15 ноября 2008 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фронтра çеç мар, ялта та хĕрÿ «кĕрешÿ» пулнă. Тырпул акмалла, ăна çурлапа вырса илмелле, тиесе кĕртмелле... Пур ĕçе асăнса та, каласа та пĕтереймĕн. Кĕçĕн Каçал ачи Павел Петрович Чипчигин вăрçă ахрăмĕ кĕрленĕ вăхăтра 13 çулхи ача çеç пулнă. Çак çулсенче вăл пысăк шутланнă тесен те тĕрĕсех пулĕ. Аслисем тумалли ĕçсене пурнăçланă. Мĕнле вăй-хăват çитернĕ-ши? Вăкăрсене кÿлни паянхи ачасемшĕн фантастикăлла фильмсенчи пекех пулĕ. Терт-нушине нумай кăтартнă вĕсем. Мĕн тăвăн; Лашасене фронта илсе кайнă. Хуçалăхсенчи ĕçсене çак выльăхсемпе пурнăçланă. Калаçса ларнă май вăл вăхăтсене Павел Петрович аса та илесшĕн мар. Анчах та çак тапхăрти йывăр ĕç, кăткăс самантсем çулсем иртсен те манăçмаççĕ.
1948 çулта салтак ячĕ тухсан ăна Инçет Хĕвелтухăçне çар служби ирттерме илсе каяççĕ. «Вăл вăхăтра поездсем хăвăрт çÿреместчĕç. Пĕр уйăха яхăн кайрăмăр»,— тет аса илÿ авăрне путса П.Чипчигин. Инçе çул ăна Хабаровск хулине илсе çитернĕ. Тинĕс-çар флотне лекет вăл. Ятарлă шкулта вĕрентсе хатĕрленĕ хыççăн вĕсене Амур юханшывĕнче çÿрекен хурал карапĕ çине служба ирттерме яраççĕ. Нумай ишевре пулать вăл. 5 çул службăра тăрса хăй чăннипех те маттур моряк пулнине çирĕплетет. Пур ĕçе те вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлать, аслă командирсен приказĕсем ăна чăн-чăн арçын пулма пулăшаççĕ. Ара, йывăрлăхсене çĕнтерме те, кăткăс лару-тăрура та пулма тивнĕ-çке унăн. Çухалса кайман Кĕçĕн Каçал каччи, вĕсене çăмăллăнах парăн-тарнă.
Службăра 5 çул пулнă хыççăн, Павел Петрович тăван еншĕн чăннипех те тунсăхласа çитнĕ. Хăй çуралса ÿснĕ яла таврăнсан тавралăхпа, çутçанталăк илемĕпе туллин киленнĕ. Кашни тăрăх хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăрать. Анчах та тăван ялтан, унти пурнăçран хакли, çывăххи çук иккен. Çакна лайăх туйса илет П.Чипчигин. Яла таврăнсан та вăл алă усса лармасть. «Красный маяк» колхозра уй-хир бригадинче тăрăшать. Пултарулăхне асăрхаççĕ, ăна хуçалăхăн сĕт-çу фермин заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Сăвăмпа та, аш-какай туса илес енĕпе та «Красный маяк» колхоз район шайĕнче палăрмаллах ÿсĕмсем тунă. Кунта, паллах, Павел Петровичăн тÿпи те пулнă.
Тăрăшуллă, ăста, пултаруллă çынна часах строительсен бригадине ĕçе илеççĕ. Унăн аллинче пăчкă-пуртă выляса çеç тăнă.
Павел Петрович хăйсен ялĕнчи Матрена Прокопьевнăпа çемье çавăрнă. Вĕсем виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, Матрена Прокопьевна, райпора бухгалтерта нумай çул ĕçленĕскер, 1997 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Ачисем пирки чарăнса тăрар-ха. Асли, Владимир, Шупашкарта техникум пĕтерет, унта преподавательте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать. Хальхи вăхăтра тĕп хулара пурăнать. Иккĕмĕш ывăлĕ, Николай, çар çынни. Ракета çарĕсен штабĕнче ĕçленĕ. Подполковник званине тивĕçнĕ. Казахстанра çар вĕренĕвĕнче инкеке пула унăн чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă. Кĕçĕнни ашшĕпе пĕрле пурăнать. Витали Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Вăл районти «Сельхозтехника» предприятире нумай çул тăрăшнă. Хастар пулнăшăн, ĕçре палăрмалла çитĕнÿсем тунăшăн унăн сăн ÿкерчĕкне Хисеп хăми çине пĕр хутчен мар кĕртнĕ. Наградăсем те унăн чылай. Хальхи вăхăтра вăл тĕрлĕ ĕçре тăрăшать.
Чипчигинсен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем кунсерен ĕçе васкаççĕ. Кун-каçа хур-кăвакалпа, выльăхсемпе аппаланать. 80 çула çитнĕ пулин те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вĕсемпе ĕçлесе йăпанать. Хăйĕн шăпине ÿпкелемест. «Темĕнле йывăр пулин те чăтнă, пуç усман»,— тет вăл. Ун сăмахĕ çумне хушса мĕн калăн;
Источник: "Каçал Ен"