15 ноября 2008 г.
Михаил Сергеевич Маштанов çинчен сăмах пуçарсассăнах: «Чăннипех те ĕçченлĕхпе палăрнă çын. Унран тĕслĕх илмелли пурах»,— теççĕ ял çыннисем. 1930 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралнă вăл. Хăй вăхăтĕнче пултаруллă бригадир пулнипе палăрса тăрать.
Маштановсен çемйинче 3 ывăл та пĕр хĕр пулнă. Хаяр вăрçă пуçлансан çемьене йывăрлăх пырса тивет. Ашшĕ Тăван çĕршыва сыхлама тухса каять. Мишша асли пулнă май, килти ĕçсем ун çине тиенеççĕ. Çитменнине тата амăшĕ те чирлĕ пулнă. Пĕчĕк Мишша 4 класс хыççăн вĕренме пăрахать. Çемьене тăрантарма тивнипе колхозра ĕçлеме пуçлать. «Учительсем малалла вĕренме хăварасшăнччĕ. Парта хушшине каялла ларма чылайччен ÿкĕтлерĕç. Ара, лайăх вĕренекенсен шутĕнче пулнă-çке. Анчах çемьене тытса пыракан кирлĕччĕ. Паллах, ман хамăн та вĕренес килнĕ. Анчах мĕн тăвăн, самани çапла пулнă. Шкула çÿренĕ вăхăтра та тус-тантăшсемпе пĕрле уроксем хыççăн тÿрех колхоза чупнă. Ĕçленĕшĕн 400 грамм çăнăх паратчĕç. Нумай мар пулсассăн та сыпăнтаркаласа пынă. Хаяр вăрçă нумай нуша кăтартнă. Пĕрле вĕренекенсенчен чылайăшĕ шкул пăрахса алла лаша тилхепи тытрĕ. Лашапа ĕçлекенсем 16 ачаччĕ эпир. Хирте те, фермăра та ĕлкĕрнĕ. Çирĕп пулнă ун чухнехи ачасем. Тепĕр тесен, çавăн пек пулма йывăрлăх, нуша вĕрентнĕ пуль. Ун чухне «Литвинов» ятлăччĕ пирĕн колхоз»,— аса илчĕ Михаил Сергеевич.
Пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ каччă 1951 çулта çар службине тăрать. Виçĕ çултан тăван яла таврăнать те уйăх та иртмест, авланать. Пулас мăшăрĕпе, Раисăпа, шкулта пĕр класрах вĕреннĕ. Ун чухнех пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Иккĕшĕ те колхозра вăй хума пуçлаççĕ.
Мăшăрсем халĕ те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни тÿрех сисĕнчĕ. Раиса Димитриевна ăшă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ. Юратнă çыннине мĕн пур ĕçре пулăшма, кирлĕ чухне ăшă сăмах каласа йăпатма пĕлет. Эпĕ хăнана пырсассăн Раиса Димитриевна кăмака хутнăччĕ. Пысăк праçнике хирĕç пÿремеч пĕçерсе çитересшĕн иккен юратнă мăшăрне. Ÿркенмеççĕ ватăсем, тивĕçлĕ канура пулсассăн та алă усса лармаççĕ. Кил-çуртра чăх-чĕп, лаша усраççĕ.
Михаил Сергеевичпа калаçăва малалла тăсрăмăр. 1955 çулта ăна бригадира лартаççĕ. «Колхоз председателĕ Татьяна Степановна Тимофеева хистенипе яваплă ĕçе пурнăçлама килĕшрĕм. Малтанлăха, паллах, йывăрччĕ. Ара, хăнăхман ĕç-çке. Юнтапапа Йÿç Шăхаль пĕрле «Победа» колхоза кĕретчĕç, каярах тата 3 ял пĕрлешсе «Урожай» колхоз пулса тăчĕ. Эпĕ ĕçленĕ çулсенче 10 председатель улшăнчĕ»,— аса илчĕ ватă.
Çу кунĕсенче 4 сехетрех ура çинче пулнă бригадир. Халăха ĕçе тухма хăваланă. Ферма ĕçне те хăйĕнех тĕрĕслемелле пулнă. Хĕл кунĕсенче бригадăра 60—70 çынччĕ. Çулла вара татах та нумайрах. Хальхи пек, ĕçрен пăрăнма юратакансем пулман. Ун чух темĕн тĕрлĕ культура та акнă, пушă çĕр выртман. Вĕçĕ-хĕрри те курăнман кукуруза уйне те икĕ хутчен çумкурăкран тасатнă. Выльăх кăшманĕ, сухан, кишĕр, лартма сухан тата ытти çимĕçсем çитĕнтернĕ. Хире çумкурăкран пĕр хут тасатса тухатăн-ха, часах тепĕр хут пурнăçламалла. Ĕç укçи çулталăк вĕçĕнче çеç панă пулсан та, кутăнлашса тăракан пулман. Маттур та ĕçчен теес килет ман ун чухнехи çынсене. Çăвĕпе хирте тăрăшнă. Маштанов бригади уй-хиртен тухăç илес енĕпе районта час-часах мала тухнă. Ун чухне тата хальхи пек мар, каçалăка еплерех тасатнине тĕрĕслесех тăратчĕç. Çавăнпах пулĕ халăх тăрăшса ĕçленĕ, культурăсен тухăçлăхĕ те пысăк пулнă»,— калаçăва малалла тăсрĕ Михаил Сергеевич.
Паллах, ял, хир тăрăх кашни кун темиçе хутчен çуран çаврăнасси çăмăл мар. Мĕн чухлĕ вăй, чăтăмлăх кирлĕ пулнă бригадира. Ĕçченсемпе калаçма, вĕсене ĕçе типтерлĕн пурнăçлама хавхалантарса пыма та пĕлмелле-çке.
Источник: "Каçал Ен"