15 ноября 2008 г.
Хальхи вăхăтра Раççейре, çавăн пекех пирĕн районта та кĕрхи çар призывĕ пырать. Ăна мĕнлерех йĕркелесе ирттереççĕ-ши? Çакăн пирки каласа пама районти çар комиссарĕнчен А.А.Мауринран ыйтрăмăр.
— Призыв ăнăçлă ирттĕр тесе эпир чылай малтан ĕçлеме пуçланă. Çамрăксене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, калаçусем ирттернĕ. Паянхи кун пирĕн районти 67 каччă çар ретĕнче тăрать. Служба вăхăтне вĕçленисем яла таврăнаççĕ. Вĕсен вырăнне вара урăххисем салтак тумĕ тăхăнаççĕ. Хальлĕхе 4 çамрăка çара ăсатрăмăр. Ноябрĕн 16-мĕшĕнче вара пĕр харăсах 8 каччă служба ирттерме тухса каять. Маларах, ноябрĕн 5-мĕшĕнче, призывниксен кунне ирттертĕмĕр. Çакă йăлана кĕнĕ. Унта çамрăксене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, çартан таврăннисене чĕнтĕмĕр. Калаçу, тĕпрен илсен, салтак служби тавра пулчĕ.
Районтан контрактпа службăна каякансем те пур. Хальлĕхе ун пеккисем 8-ăн пулчĕç. Республикăра эпир 3-мĕш разрядлă çар ĕç комиссариачĕсем хушшинче контрактпа çара илес енĕпе 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр.
Нумайăнах мар пулин те, çара каясран пăрăнакансем те пур. Вĕсем тĕлĕшпе саккуна вăйлатнă. Халĕ медицина тĕрĕс-левĕн комиссине сăлтавсăрах килменшĕн те уголовлă ĕç пуçараççĕ. Çакăнта тепĕр япала çинче чарăнса тăрасшăн. Районта сывлăха пула службăран хăтарнă каччă нумай. Çак кунсенче вĕсене Ульяновскри çар госпитальне тепĕр хут тĕрĕслеве илсе каясшăн.
Паянхи призывниксем службăра тăрасшăн. Вĕсем çĕршыва хÿтĕлесшĕн, хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласшăн.
Кĕçех çамрăксене малтанхи çар учетне тăратма пуçлатпăр. Çара кайма хатĕрленекенсене валли пĕлтерÿ пур. Районти çар ĕç комиссариачĕ водитель, электромеханик, радиотелеграфист тата ытти çыхăну специальноçĕсене илме тÿлевсĕр вĕренме ярать. Укçине эпир тÿлетпĕр. Çара пĕр-пĕр специальность илнĕ хыççăн кайни уйрăмах паха. Профессие кура çамрăк вăл е ку çар чаçĕнче службăра пулассине те палăртаççĕ.
Сывлăх енчен тивĕçтерекен çамрăксен çар службинче пулмаллах.
Источник: "Каçал Ен"