15 ноября 2008 г.
Кăçал районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен хушшинче чыслă ят çĕнсе илекенсем нумай пулчĕç. Вĕсенчен пĕри — Светлана Васильевна Михайлова. Вăл 20 çула яхăн Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче ĕçлет. Вĕренекенсене çирĕп те тарăн пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парас тесе çине тăрать. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май, кашни ачана ăнланма, пулăшма тăрăшать, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисемпе уйрăммăн ĕçлет.
Светлана Васильевна хăйĕн мăшăрĕпе, Василий Геннадьевичпа, Комсомольски ялĕнче пурăнать. Пĕр хĕр пăхса çитĕнтерчĕç вĕсем. Паянхи кун Аэлита — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш курс студентки. Сăмах май каласан, вăтам шкултан вăл ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ. Василий Геннадьевич Вăрнар рай-онĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче оперативлă дежурнăй пулса ĕçлет. Шанса панă ĕçе лайăх туса пынăшăн Раççей шалти ĕçсен министрĕ Р.Г.Нургалиев милици подполковникне Василий Геннадьевич Михайлова Хисеп грамоти парса чысларĕ. Калас пулать, Светлана Васильевнăпа Василий Геннадьевич И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕ-реннĕ вăхăтра паллашса çемье çавăрнă. Вĕренсе тухсан вара, ятарлă направленипе Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Ирĕн-каçăн çамрăк учитель хăйĕн пĕлĕвне ÿстерессишĕн тăрăшнă, çĕрĕ-çĕрĕпе сахал мар ларса ыранхи урока хатĕрленнĕ. Килĕшнĕ ăна хăй чунпа суйласа илнĕ професси. Хисеплеççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсем, вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, кÿршĕсем, ял-йыш. Светлана Васильевна вĕрент-нĕ ачасем республикăра та тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
«Ĕçне кура — хисепĕ»,— теççĕ халăхра. С.В. Михайлова вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи ÿсĕмсемшĕн «Раççей Федерацийĕнчи пĕтĕмĕшле вĕрен-тĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, Светлана Васильевна кăçал «Чи лайăх класс руководителĕ» республикăри конкурсра 3414 вĕрентекен хушшинче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизора тивĕçнĕ.
Саламлатпăр сире, Светлана Васильевна, çак чыспа тата Раççей Президенчĕ паракан 100 пин тенкĕлĕх Гранта илнĕ ятпа малашнехи ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"