12 ноября 2008 г.
Куç курманнисен кунне “Шурă туя” уявĕ теççĕ. Историе аса илес пулсассăн çак куна пуçласа 1745 çултанпа паллă тăваççĕ. Ăна Франци тифлопедагогне Валентин Гаюи çуралнă куна халалланнă. Вăл чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Тĕллевлĕ çамрăк хăйĕн ăста-лăхне ÿстерсех пынă. Ют чĕлхесене алла илнĕ. Çавăнпах Ют çĕршывсен министерствинче ĕçлеме пуçланă. Çĕршыври социаллă тĕрĕсмарлăхпа кăмăлсăр пулнă вăл. Пуянсемпе чухăнсем хушшинчи уйрăмлăх тарăхтарать ăна. 1771 çулта Парижра йĕркеленĕ картинăсен выставкинче вăл куç курманнисене сăнланă ÿкерчĕкпе кăмăлсăр пулать.
Çавăнтанпа Валентин Гаюи куç курманнисемпе ĕçлеме пикенет. 1784 çулта вăл 16 çулхи çамрăка музыка инструменчĕпе выляма вĕрентет. Вăл тăрăшнипех 1787 çулта Парижра куç курманнисем валли ятарлă вĕренÿ заведенийĕ уçаççĕ.1806 çулта вăл хăйĕн çемйипе Санкт-Петербург хулине куçса килет. Вăл тăрăшнипех 1809 çулта кунта куç курманнисем валли пĕрремĕш вĕренÿ заведенийĕ уçаççĕ. Вĕренекенсене музыка инструменчĕпе выляма, сĕтел-пукан, карçинккасем тума вĕрентнĕ.
Пирĕн çĕр шывра куç курманнисен кунне 1807 çултанпа паллă тума пуçланă. Куç курманнисен обществи пирĕн районта та ĕçлет. Пуçламăш организацинче 122 çын шутланать. Вĕсене ял поселенийĕсем тăрăх 14 ушкăна пайланă. Ушкăна обществăн хастар членĕсем ертсе пыраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Александровка ял поселенийĕнче Сергей Викторович Зайцев пултаруллă ĕçлет. Вăл — бюро членĕ, ăста шахматист, шашист. Спорта кăмăллать. Вăрçă участникĕсем Ш.Хамидуллинпа М.Гайнутдинов çулĕсене пăхмасăрах тачă çыхăнура тăраççĕ. Хăйсен паха опычĕпе çамрăксене паллаштараççĕ. Тăтăшах мероприятисене хутшăнаççĕ, тĕрлĕ тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Владимир Павлович Павлов культурăллă мероприятисене ертсе пырать, Фаина Ивановна Младшая ташăпа савăнтарать. Обществăри çынсем алă усса лармаççĕ, ĕçлеççĕ, канăва та усăллă ирттереççĕ. Вĕсем республикăра иртекен конкурссене, ăмăртусене хутшăнаççĕ, çĕнтерÿпе те таврăнаççĕ. Акă, сăмахран, “Наша местная — наша чудесная”, “Леди ВОС”, “Турнир эрудитов” конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Шашка, шахмат вăййисене ăста вылякансем те чылайăн. Ачасем сочиненисем çырма кăмăллаççĕ. Куç курманнисен обществин членĕсем чăннипех те пултаруллă тесе калас килет. Вĕсене пĕлÿ шайне ÿстерме те майсем туса панă. Акă, Курск хулинче ятарлă музыка училищинче вĕренме пулать. Çавăн пекех Кисловодск, Ульяновск, Санкт-Петербург хулисенче те вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухма май пур. Массажист профессине те алла илме пултаратăр. Кăмăл çеç пултăр.
Источник: "Каçал Ен"