АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛЮДМИЛА ЧУДИНА: «ХАМĂН ĔÇĔМЕ НИМЛИПЕ УЛĂШТАРМĂТТĂМ»

12 ноября 2008 г.

 

Кивĕ Сĕнтĕр хĕрĕ Людмила Петрова вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илсен ялтан тухса каяс тесе шутламан. Вăл пирваях район центрĕнчи «Эмитрон» завода ĕçе вырнаçнă. Кунта пĕр хушă вăй хурсан бухгалтерсен курсне çул тытнă, ăна ăнăçлă пĕтернĕ. Пултаруллă хĕре Комсомольскинчи почта çыхăну узелне илнĕ. Унăн тĕрлĕ ялта ĕçлесе курма тÿр килнĕ, мĕншĕн тесен ялсенчи почта çыхăну уйрăмĕсен начальникĕсем отпуска кайсан вĕсене улăштармалла пулнă-çке. Ÿркенсе тăман Людмила, аслисем ăçта каланă, çавăнта çул тытнă.

Ĕçре тем те пулса иртет те, пĕр çулхине декабрь уйăхĕнче сиксе тухнă çак тамашана хĕр-арăм нихăçан та манаймасть. Ун чухне Людмила Йăлмахвари почта уйрăмĕнче ĕçленĕ. Ĕç хыççăн юлташĕпе, Вера Силеменкинапа, ялне килме тухаççĕ. Алăра — сумка, унта пичет, çăра уççисем, порученисем чикнĕ. Кивĕ Сĕнтĕрпе Йăлмахва хушшинче тарăн çырма юхса выртнă. Людмила çырма урлă каçса тăрать, Вера сумкине ăна ывăтса пама пикенет. Апăрша, вăл пĕве хыçне, вакка кĕрет те ÿкет! Ним тума пĕлменнипе хĕрсем çыран хĕрне тăрса кăшкăрса йĕреççĕ. Анчах куççуль юхтарнипе тÿрлетме çук-çке çакна. «Çав каçах почта узелĕн начальникĕ Елизавета Шкаблева патне çитрĕмĕр. Иксĕмĕрĕн те кăмăлăмăрсем хуçăк, хамăрăн айăпа туятпăр-çке. Кăшкăрса-вăрçса тăкмарĕ пире Елизавета Гавриловна, лăплантарма тăрăшрĕ. «Аплах ан пăшăрханăр-ха, ирхине шыраса тупатăрах», — терĕ», — çав самантсене куç умне тепĕр хут кăларать Людмила Николаевна. Епле çĕр каçнă хĕрсем, мĕнле тĕлĕк курнă е куляннипе куçĕсене те хупайман — кăна калама пултараймастăп. Ирхине, кăвак çут килсенех, ашшĕне, тепĕр ик-виç çынна ертсе ушкăнпа çырмана аннă. Пакура шыва чиксе сумккана шырама пикеннĕ. Мĕн тетĕр, тупăннă ăш çунтармăш. Йывăр пулнипе шыв юххи вырăнĕнчен пит инçе куçарайман ăна. Телее, япаласем, хутсем пурте вырăнтах. Хальхинче хĕр-тантăшсем хĕпĕртенипе ташша янă. Çак савăнăçпа танлаштарсан мĕн вăл порученисем йĕпенни, вĕсене типĕтме пулать-иç?!

1977 çулта Людмила Николаевна Перекет банкĕн Хырай Ĕнел ялĕнчи 4440Ÿ028 кассинче ĕçлеме пикеннĕ. Каярахпа перекет кассине Александровкăна куçарнă. Ĕçленĕ хушăрах куçăн мар майпа Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк вăхăт хăйĕннех илет ĕнтĕ. Маттур хĕре каччăсем те куç хывнă. Хăй вара çак ял каччине Геннадие килĕштернĕ. 1979 çулта çемье çавăрса Чудина хушаматлă пулса тăнă.

Хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлать контролер-кассир. Вăр-вар ĕçлет, клиентсемпе ăшпиллĕн калаçать. Кунĕпех çын татăлмасть перекет кассинчен. Капла калани çынсем черетре нумай тăраççĕ тенине пĕлтермест, пĕри пенси укçи илсе тухса каять, иккĕмĕшĕ телефоншăн, электроэнергишĕн, çутçанталăк газĕшĕн тÿлет, налуксемпе те кунтах татăлма пулать. Вăхăчĕ çапла ыйтать те, Людмила Николаевна компьютера та алла илнĕ. Ара, мĕнле-ха унсăрăн, пĕтĕм операцие ун урлă пурнăçламалла-çке. Перекет кассинче икĕ Николаевна ĕçлет, Людмилăпа Ирина Зайцева. Çамрăк ĕçтешĕ те питĕ çаврăнăçуллă. Иккĕн пулсан та ĕçĕ çителĕклех. Кунтан таврари ялсенчи 182 çын пенси укçи илсе тăрать. Пурте килсе çÿреймеççĕ, шăнкăравласа чĕнекенсем патне кассирсем килнех кайса укçа параççĕ. Çула май ытти тÿлевсене те пуçтарса килеççĕ, çакă ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ ĕнтĕ. Çак пулăшусемпе, перекет кассин ĕç-хĕлĕпе кăмăллă çынсем. Çакна эпĕ перекет кассинче пулнă чухне те туйса илтĕм. Чунтан юратса пурнăçласан кирек мĕнле ĕç те ÿсĕнсех пырать, çынсемшĕн кунсерен ырă ĕç тăвас килет. Людмила Николаевна вара тÿрремĕнех çапла каларĕ: «Пенсие тухас кун мана халех хăратать. Эпĕ хамăн ĕçе нимĕнлипе те улăштармăттăм. Çĕнĕрен пуçлас пулсан та ăнах суйласа илĕттĕм»,— тет Людмила Николаевна. Çак сăмахсем хыççăн кашнинех çакна сунас килет. Людмила Николаевнăна тата Раççей Перекет банкĕн районти хушма офисĕн, ялсенчи филиалсен мĕнпур ĕçченне паянхи уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Ăнăçу, çирĕп сывлăх, кăткăс та çăмăл мар ĕçĕрте иксĕлми телей сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика