АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙĔКĔРЕШСЕМ ÇЕМЬЕ ÇАВĂРНĂ

12 ноября 2008 г.

 

Çемье çавăрасси — пурнăçри чи паллă самантсенчен пĕри. Çак утăма кашниех тĕплĕн шутланă хыççăн çеç тăвать. Апла пулин те, районта çемье çавăрас текенсем йышлă пулнишĕн савăнатăп. Вĕсене эпир те савăк та тулли кăмăлпа кĕтсе илетпĕр.

Акă, октябрь уйăхĕнче 15 мăшăр çемье çавăрнă. Çулталăкĕпе 177 мăшăр регистрациленĕ. Ноябрь уйăхĕнче те çемье çавăрас текенсем пур. Акă, ноябрĕн 8-мĕшĕнче Урмаел ялĕнче пĕр харăсах икĕ çемье çуралчĕ. Раильпе Наиль Камальтдиновсем пулас мăшăрĕсене Лейсан Арифулинана, Эльсеяр Камалиевăна çак ялтах тупнă. Йĕкĕрешсем пĕр кунтах туй туни те час-часах тĕл пулмасть. Çак кун Камальтдиновсен йăхĕнче çĕнĕ икĕ çемье çурални тăванĕсемпе юлташĕсене, паллах, савăнтарчĕ. Телей те юрату сунатпăр вĕсене.

Çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килсен те пĕтĕм тăван хĕпĕртет. Районти демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни те сисĕнет. Сăмахран, октябрь уйăхĕнче кăна 38 ача çуралнă. Паянхи куна районта 300 ача çуралнă. Чĕчкен ялĕнчи Гелусепе Ремис Хайртдиновсен çемйинче иккĕмĕш пепке — Ильяз çут тĕнчене килнĕ. Саламлатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика