12 ноября 2008 г.
Йĕрке хуралçисен ĕçĕ ансат та çăмăл тесе калаймăн. Ăçта мĕнле пăтăрмах сиксе тухсан та вĕсен унта васкамалла. Ют пурлăха çаратнă-и, такама хĕненĕ-и... Пур çĕре те çитмелле милиционерăн. Право йĕркине пăсакансене çийĕнчех тупса палăртмалла, кунне-çĕрне пĕлмесĕр, канмалли кунсăрах тăрăшма тивет. Апла пулин те, çулталăкра пĕрре профессиллĕ уявра, милиционерсен кунĕнче хăйсене кÿрентерменни савăнтарать. Кăçал ăна ноябрĕн 7-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче анлăн уявларĕç. Милици ĕçченĕсене капиталлă строительство, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ, район пуçлăхĕн çумĕ Б.М.Каринкин ăшшăн саламларĕ. Службăра ăнăçу, çитĕнÿ, чăтăмлăх сунчĕ. Шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин та тухса калаçрĕ. Ĕçтешĕсене уяв ячĕпе салам сăмахĕ каларĕ, чи пултаруллисене палăртса хăварчĕ. Çак кун М.В.Фролов милици майорне “За боевое содружество“ медальпе чысларĕç. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн О.Н.Романов аслă сержанта “Милици отличникĕ” паллăпа, Г.К.Ильин подполковника, М.В.Фролов майора, Ю.Н.Яковлев, Р.А.Зейнетдинов, Н.А. Райков капитансене, О.Н.Романов аслă сержанта “За отличие в службе” 2-мĕш степеньлĕ медальпе чысларĕç. “За отличие в службе” 3-мĕш степеньлĕ медале А.В.Левый подполковник, Н.П.Гордеев майор, С.Г.Индюков майор, Р.Р.Мухаметшин, В.А.Васильев прапорщиксем илме тивĕçрĕç. А.Н.Албутов, Н.Г.Гибатдинов старшинасене прапорщик, А.Г. Ефремов аслă лейтенанта капитан званийĕ пачĕç. Тивĕçлĕ канури ĕçченсене те манмарĕç. П.В.Лапшин, К.И.Еремеева, С.Н. Щукин ветерансене парнесемпе чысларĕç.
Савăк юрăпа, ташăпа саламларĕç милици ĕçченĕсене. Н.Поляковăпа О.Логинова концерт программине килĕшÿллĕ ертсе пычĕç. Куракансене салху ларма памарĕç. Йĕрке хуралçисен фигурисен музейĕнче те пулса куртăмăр. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем Светлана Алексеевăпа Сергей Лялькин, Ильшат Сиразетдинов шăрантарнă юрăсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Сцена çинче артистран та кая мар иккен вĕсем.
Культура ĕçченĕсен Л.Носован, В.Тимофееван юррисем те савăнăç парнелерĕç. Л.Григорьева хореограф ертсе пыракан ачасем хăйсен ташшисемпе тĕлĕнтерчĕç. Уйрăмах пĕчĕккисен ташши куракансен кăмăлне кайни паллă пулчĕ. Маттур.
Уявра юрри те, ташши те, салам сăмахĕ те чылай пулчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем çак хисепе чăннипех тивĕç. Малашне те ăнăçу вĕсене.
Источник: "Каçал Ен"