08 ноября 2008 г.
Паянхи кун çул çинче автомашинăсен юхăмĕ пысăк. Республикăри Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД уйрăмĕнче 252272 транспорт хатĕрĕ шутра тăрать. Вĕсенчен 175122-шĕ — уйрăм çынсен аллинче. Шел пулин те, вĕсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухма васкамаççĕ. Уйрăм çынсен те, предприятисемпе организацисен те, учрежденисен те çулталăкĕпе çула тухман транспорт хатĕрĕсем пур. Вĕсем юсавсăр е урăх сăлтавпа вырăнтан хускалаймаççĕ. Ун пек транспорт хатĕрĕсемшĕн те хуçисен налук тÿлеме тивет. РФ Шалти ĕçсен министерствин 2003 çулхи «Транспорт хатĕрĕсене регистрацилемелли йĕрке çинчен» приказĕпе килĕшÿллĕн усă курман техникăна регистрацирен кăлармалла. Пирĕн районта та ун пек техника сахал мар. Çавăнпа та вĕсен хуçисене районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмне килме ыйтатпăр. Эпир мĕн пултарнă таран вĕсене пулăшма тăрăшăпăр. Шикленсе тăма кирлĕ мар. Хуçалăхра тимĕр-тăмăр купи тытни, вĕсемшĕн налук тÿлесе тăни сире хăш енчен усă кÿрĕ? Республикăри Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД уйрăмĕ октябрĕн 27-мĕшĕнчен ноябрĕн 27-мĕшĕччен «Техосмотр-утиль» уйăхлăх ирттерет. Çак вăхăтра регистрациленĕ, анчах та шутран, учетран тейĕпĕр, кăларман автотранспорт хатĕрĕсем тĕлĕшпе кирлĕ мерăсем йышăнĕç. Вăл вăхăтра уйрăм çынсем те, юридици вăйĕнче тăракансем те пирĕн пата килессе шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"