06 ноября 2008 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем пикенсех выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи тапхăра хатĕрлеççĕ. Витесене юсанă, ĕнесене çуллахи лагерьсенчен фермăсене куçарнă. Апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Паянхи кун сăвăм пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 100 грамм сахалрах. Ĕнесем пăруласан ку кăтарту ÿсмелле. Паянхи кун районти хуçалăхсем кашни ĕнерен 9,6 килограмм сĕт суса илеççĕ. «Родина» ОООри ĕнесем талăксерен 15,3 килограмм, «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче 13,7 килограмм, «Заря», «Асаново», «Урожай» хуçалăхсенче 10 килограмм ытла сĕт антараççĕ. Сăвăм «Госсорткомиссия», «Турхан» хуçалăхсенче пĕчĕк. Вĕсенче ĕне пуçне 4—5 килограмм çеç сĕт суса илеççĕ.
Паянхи кун сĕт пахалăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та районти хуçалăхсем çакăн çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
«Восток», «Искра», «Слава», «Асаново», «Искра» хуçалăхсем Швецире туса кăларнă, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен сĕт провочĕсем малтанах вырнаçтарнăччĕ. Кăçал вара «Труд» тата «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕсенче те ĕнесене çак оборудовани пулăшнипе сăваççĕ. «Дружба», «Урожай», «Пайгас», «Заря» хуçалăхсем те сĕте сивĕтсе сутаççĕ. Вĕсем сивĕтмелли ятарлă хатĕр туяннă. Çакă продукцие хаклăрах сутма май парать.
Источник: "Каçал Ен"