АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĂМĂЛ ÇĂКĂР ПУЛМАСТЬ

06 ноября 2008 г.

 

Октябрĕн 31-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне анлăн паллă турĕç. Уявĕ календарьпе октябрĕн 12-мĕшĕнчех пулин те, районта ăна пĕтĕм ĕçе тирпейлесе пĕтерсен çеç ирттересси йăлана кĕнĕ. Тĕрĕсех те ĕнтĕ ку, мĕншĕн тесен мĕн çитĕнтернине пуçтарса кĕртмесĕр, выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл каçармалăх апат хатĕрлемесĕр ял ĕçченĕн чунĕ лăпланмасть-çке, уява туртмасть.

Уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ, ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен праçникĕ ячĕпе ял ĕçченĕсене район пуçлăхĕ Геннадий Волков, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова, «Чувашрегионгаз» АУО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов тата ытти хăнасем саламларĕç. Пурте кăçалхи пĕтĕмлетÿсем иртнĕ çулхинчен чылай лайăхрах пулнине, çакă район çыннисем хастар тăрăшнинчен килнине палăртрĕç.

Галина Петровна вара агропромышленноç комплексĕнче малта пыракансене — «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн ветеринарне Светлана Аполоновăна тата «Искра» колхоз председательне Валерий Краснова Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене парса чысларĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине вара чылайăн илме тивĕçнĕ: Г.Камальдинова, М.Гимаев («Труд»), Г.Павлов («Пайгас»), А.Волков («Асаново»), А.Павлов («Заря»), В.Макаров («Луч»).

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Георгий Киргизов хăйĕн сăмахĕнче вырмари тата уй-хирти ытти ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Çавăн пекех «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ районта епле пурнăçланни пирки каларĕ. Ял ĕçченĕсем тăрăшуллă пулнипе, çанталăкĕ май панипе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене районта майăн 1-мĕшĕ тĕлне акса пĕтернĕ. Çав уйăхăн 12-мĕшĕнче вара çĕрулми лартассине вĕçленĕ. Мĕн акса- лартса хăварнине çу каçипе çĕр ĕç технологийĕ ыйтнă пек пурнăçланипе тухăçĕ те савăнтарчĕ. Чи тупăшлă, ăнăçлă культура кăçал çĕрулми пулнă. Хуçалăхсем ăна 1082 гектар çинче çитĕнтернĕ. 47 пин тонна «иккĕмĕш çăкăр» пуçтарса кĕртни хăех рекорд! Халиччен кун пекки 1972 çулта çеç пулнă, ун чухне 45 пин тонна пухса илнĕ. Чи пысăк тухăç вара «Урожай» колхозăн пулнă, кунта кашни гектар 343 центнер çĕрулми çитĕнтерме пултарнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем те аван тухăç панă, районăн вăтам кăтартăвĕ 25,3 центнер. Пÿлмесене пурĕ 34050 тонна тĕштырă кĕртнĕ, çакă 2007 çулхинчен 10876 тонна нумайрах. 2008 çулта Комсомольски районĕн ял хуçалăх продукцийĕн производствин калăпăшĕ 1 миллиард та 30 миллион тенкĕпе танлашмалла. Иртнĕ çулпа танлаштарсан çак кăтарту 110 миллион тенкĕ ытларах.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнÿсем пур. Выльăхсен ÿтхушаслăхĕ «Восток», «Рассвет», «Пайгас», «Искра», «Урожай» хуçалăхсенче уйрăмах пысăк пулнă. «Рассвет» кооперативри Елена Кирилловна Крылова пăхакан пăрусем вара талăксерен 937 грамм ÿт хушнă! Сĕт сăвассипе «Рассвет» дояркисене çитекенни çук. Çак вăхăт тĕлне унти Ольга Васильевна Наумова кашни ĕнерен 5624 килограмм, Валентина Григорьевна Павлова 5280, Татьяна Вячеславовна Прокопьева 5209 килограмм сĕт суса илнĕ. Кашни 100 гектар çĕр пуçне шутласан сĕт туса илессипе вара «Дубовка» тулли мар яваплăхлă организацин кăтартăвĕ чи пысăкки, 568 центнер.

Пахалăхлă, çĕнĕ йышши техникăсăр агротехника ĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлама çуках. Киввисенчен усси сахал. 2008 çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсем 111 миллион тенкĕлĕх машина-трактор-комбайн, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем туяннă. Çакă вырма ĕçĕсене вăхăтра, пахалăхлă вĕçлеме май панă. Хуçалăхсем хушшинче юлашки çулсенче пĕр-пĕрне пулăшасси йăлана кĕчĕ. Вырма ĕçĕсене пирвай вĕçленисем ыттисене пулăшма васканă.

Ял ĕçченĕсен уявне хуçалăхсемпе тачă ĕçлекен предприятисем те килнĕ. Акă, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче вырнаçнă «Позитив» тата «Восток» тулли мар яваплăхлă организацисем хуçалăхсене ядохимикатсемпе тивĕçтерессишĕн тимлеççĕ. Çав препаратсем ÿсентăрансен чир-чĕрĕсене, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешме кирлĕ. Асăннă предприятисен представителĕсем Светлана Филипповăпа Людмила Смирнова хăйсен ĕçлĕ партнерĕсене асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.

Район пуçлăхĕ Геннадий Волков, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Георгий Киргизов, агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Юрий Тимофеев кăçалхи çул ăнăçлă ĕçлесе, пысăк кăтартусем тунă хуçалăхсене тата унти ĕçченсене Дипломсемпе парнесем пачĕç. «Пысăк ылтăн пучаха» кăçал «Слава картофелю» тулли мар яваплăхлă организаци çĕнсе илнĕ. Сăмах май каласан, çак паллă пĕлтĕр те вĕсенех тивĕçнĕччĕ. Унти ĕçченсем усă куракан кашни гектар çĕр пуçне 54,4 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем туса илнĕ. «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ кашни гектартан 45,4 центнер апат единици илсе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Виççĕмĕш вырăнта — «Урожай» колхоз (32,7 центнер). Çавăн пекех «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ, «Восток» тата «Пайгас» ял хуçалăх кооперативĕсем лайăх ĕçленине палăртса хăварчĕç.

«Пĕчĕк ылтăн пучах» приза кăçалхипе иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Урожай» колхозри Р.Макова ертсе пыракан бригада çĕнсе илчĕ. Вĕсем усă куракан кашни гектар çĕр пуçне 47 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем туса илнĕ. «Рассвет» кооперативри Н.Павлова (45,4 центнер), «Труд» хуçалăхри М.Юнусова (35,3 центнер) иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. «Востокри» Н.Андреев, С.Сорокинпа В.Плешков («Пайгас» тата «Луч») ертсе пыракан бригадăсем те тухăçлă ĕçленĕ.

Çĕрулмине «Урожай», «Рассвет», «Слава картофелю» хуçалăхсем тухăçлă çитĕнтернĕ, вĕсен ертÿçисем Дипломпа парнене тивĕçрĕç.

Аш-какай туса илес енĕпе «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ палăрнă. Унти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 132,1 центнер аш-какай туса илнĕ. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнче тата Атласкин хресченпе фермер хуçалăхĕнче кăтарту 55,9 тата 52,4 центнерпа танлашать. «Труд», «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕсем, «Искра» колхоз та ку енĕпе аван ĕçленĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче вăл е ку енĕпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсен, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе механизаторсен хушамачĕсем татах та пулчĕç. Çак хисепе хăйсен йывăр та тарлă ĕçĕпе чăнах та çĕнсе илнĕ вĕсем. «Çăмăл çăкăр пулмасть», теççĕ вырăссем. Çăкăр кăна мар, ял хуçалăхĕнчи кирек мĕнле отрасльти нимĕнле продукци те сĕтел çине хăй тĕллĕн килсе выртмасть-çке.

Савăнăçлă самант хыççăн ял ĕçченĕсем валли концерт пулчĕ. Сцена çине культура ĕçченĕсем те, учительсемпе медиксем те, ачасем те тухрĕç. Янравлă юрăсемпе илемлĕ ташăсем кăмăла çĕклентерчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика