01 ноября 2008 г.
Ноябрĕн 4-мĕшĕ — Пĕтĕм Раççейри халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕсем историллĕ саманта асра тытса йышăннă. 1612 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче халăх ополченийĕн çарĕсем Кузьма Минин тата Дмитрий Пожарский ертсе пынипе штурмпа Китай-хулана туртса илнĕ. Çапла вара Мускава поляксен интервенцийĕнчен хăтарнă. 2005 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа çак кун канмалли шутланать.
Историе аса илес пулсан чăваш халăхĕ те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тăнă. Чăваш Республикин патшалăх пичет архивĕнче паллă ученăйсемпе историксен ĕçĕсем упранаççĕ. Вĕсенче чăваш халăхĕ XVII ĕмĕрти çапăçусене хутшăннине вуласа пĕлме пулать.
1611 çулхи кĕркунне Раççей çĕрĕ çинче тăшман хуçаланнă. Польша тата Швеци интервен-чĕсем уçăмлăнах çĕршывăн хăй тĕллĕнлĕх, никама пăхăнманлăх прависене туртса илесшĕн пулнă. Анчах та халăх çакна хирĕç тăнă. Çак тĕллевпех Чулхула тăрăхĕнче халăх йышлăн пухăннă. Вырăс халăхĕ патне Кузьма Минин чĕнÿпе тухнă. Ополчени валли укçа-тенкĕ пуçтарма ыйтнă. Чăваш халăхĕ ăна ырласа йышăннă. Вĕсем халăх ополченине кĕме Чулхулана килсе çитеççĕ. “Чăвашсем Польшăпа Швеци интервенчĕсене хирĕç тăнă” статьяра çакăн пирки тĕплĕн çырса панă. Пурте пĕрле кар тăрса ополчени валли лашасем, çăкăр, аш-какай панă, укçа-тенкĕ пухнă.
1612 çулхи март уйăхĕнче ополчени Ярославль хули урлă Мускава çул тытать. Часах вĕсем Мускава поляксенчен ирĕке кăларнă. Çĕр шывăн пур халăхĕ тăшмана вирлĕн хирĕç тăни Мускава ирĕке кăларма май панă.
Халăх пĕрлĕхĕн кунне шăпах çак самантсене шута илсе паллă тума йышăннă.
Источник: "Каçал Ен"