АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЙ, ЮРЛАР-И САВĂНСА, САРКАЛАНСА ТАШЛАР-И?

01 ноября 2008 г.

 

Район 70 çул тултарнине халалланă сморт-конкурс малалла пырать. Октябрĕн 30-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн коллективĕ сцена çине тухрĕ. Чи малтанах шкул директорĕ Г.Е.Длинов шкул пурнăçĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарса отчет туса пачĕ. Коллектив концерта “Слава солнцу” юрăпа уçрĕ. Хор илемлĕ те савăк юрă шăратрĕ. Учительсем те, вĕренекенсем те нумай юрă парнелерĕç. Г.Длиновпа Л.Макарова концерт программине килĕшÿллĕ ертсе пычĕç. Тăватă мăшăр вĕрентекен “Кадриль” ташлама тухсан залра ларакансем чăтаймарĕç, тăвăллăн алă çупрĕç. Чăннипех те пултаруллă артистсем ташлаççĕ тейĕн. Ильхамия Басырова шăрантарнă «Эльдермешке кайатам эле” юрра та залра ларакансем кăмăллани паллă пулчĕ. Мĕн тери илемлĕ юрă.

“Сердцееды” трио такмакланине те куракансем хапăлласа йышăнчĕç. Вăрентекенсем сцена çинче те пултаруллă иккен. Юрри те, ташши те, сăвви те — пурте килĕшÿллĕ пулса тухнă. Районта тутарĕ те, чăвашĕ те, вырăсĕ те пĕрле килĕштерсе пурăнать. Концертра та çакă тÿрремĕнех курăнчĕ. Шкул артисчĕсем пур чĕлхепе те юрăсем шăрантарчĕç.

Уяв программине ачасем ташлани, юрлани илем кÿчĕ. Районта пултаруллă та маттур ачасем çитĕнеççĕ тесе иккĕленмесĕр калама пулать.

Концертра куракансем йышлă. Ларма та, тăма та вырăн çук тесен тĕрĕсрех. Район çыннисем концерта çÿрени савăнтарать.

Ноябрĕн 6-мĕшĕнче “Кооператор” ПК ĕçченĕсем сцена çине тухаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика