АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ŸКЕРМЕ ТЕ, ТĔРЛЕМЕ ТЕ ĂСТА ЭПИР

29 октября 2008 г.

 

Октябрĕн 24-мĕшĕнче “Çĕр тата çынсем” халăх музейĕнче район 70 çул тултарнине халалласа ал ĕç ăстисен выставки уçăлчĕ. Вăл тĕрлĕ япаласемпе пуян. Куравпа паллашнă май районта чăннипех те пултаруллă çынсем пурăннине ĕненетĕн. Кунта тĕрленĕ япаласем пĕр-пĕр лавкка кавирĕнчен те илемлĕрех. Картинăсем пултаруллă, паллă ÿнерçĕсеннинчен те чаплăрах пек курăнаççĕ. Ÿкерчĕксемпе, тĕрĕсемпе, тăмран, гипсран ăсталанă япаласемпе пуян курав. Вĕсене ăсталанă çынсене те асăнмасăр хăварас килмест. Ю.Н.Портнова, Л.А.Краснова, Л.С.Харитонова (Çĕнĕ Кипеç) тĕррисем чăннипех те куçа илĕртеççĕ. Ф.В.Гаврилов, В.С.Васильев (Комсомольски), В.Х.Камалетдинов (Урмаел) картинисем те илемлĕ. П.И. Юманов гипсран тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталама маттур. А.Н.Плеткин, П.Н.Ксенофонтов Йывăçран тĕрлĕ япала касса хатĕрленĕ. “Глиняные забавы” (ертÿçи И.В.Григорьева) кружока çÿрекен ачасем тăмран илемлĕ кĕлеткесем тунă. О.Ф.Ершова (Шурут Нурăс) çăпатасем хуçса хатĕрленĕ. О.Н.Киргизова (Çĕнĕ Мăрат) ăсталанă тухьясем чăннипех те илĕртеççĕ. Кашни хĕр упраçа илем кÿнĕ пулĕччĕç вĕсем.

Ăстаçăсем чăннипех те маттур. Кашни япалара хăйне кура илем, вăрттăнлăх. Кураври ĕçсене, кăмăл пулсан, туянма та май пур.

Выставка раштав уйăхĕччен ĕçлет. Çак вăхăтра унта çитсе курма та, килĕшнĕ япалана туянма та пултаратăр. Курав кунран-кун ал ĕçĕсемпе пуянлансах пырĕ. Çитсе курăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика