АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔЛЛЕВСЕМ ПЫСĂК

29 октября 2008 г.

 

Маларахри çулсенче пахчаçимĕç çитĕнтерес енĕпе ĕçленĕ «Знамя» колхоз территорийĕнче «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ тата «Дубрава» ял хуçалăх кооперативĕ вырнаçнă. Кунта чăннипех те тăрăшуллă, ĕçе пĕлсе тăвакан халăх пурăнать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра вăй хунипе пĕрлех хушма хуçалăх тытса çĕр ĕçĕпе те ĕçлеççĕ вĕсем. Паянхи кун çĕр çинче техникăсăр тăрăшма хĕн. Çакна шута илсе фермер хуçалăхĕпе ял хуçалăх кооперативĕ пĕрлешсе К-701 маркăллă трактор, тырă пуçтармалли «Енисей» комбайн, çĕрулми туса илмелли «Гримше» фирма туса кăларнă комплекс, МТЗ маркăллă 4 çĕнĕ трактор туяннă. Кунсăр пуçне машинăпа трактор паркĕ кăкарса ĕçлемелли техникăпа та пуянланнă.

— Çакăн чухлĕ техникăна района ертсе пыракансем, банксем пулăшмасăр туянма май çук, пирĕн çитĕнÿсенче вĕсен тÿпи те пур тесе шутлатăп,— тет «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн тата «Дубрава» ял хуçалăх кооперативĕн (вăл икĕ хуçалăха ертсе пырать) ертÿçи М.Г.Шарафутдинов.

Уй-хирти, фермăри тата ытти отрасльсенчи кăтартусем, паллах, хуçалăхсенчи ĕçченсен тăрăшулăхĕсĕр, вĕсем тар тăкса ĕçлемесĕр пулмасть. Акă, çĕрулми уйĕнче çăвĕпех Владимир Кошкин, Зиятдин Шамшутдинов ĕçленĕ. Вырмара тата çĕрулми кăларнă вăхăтра Сенатулла Гайзатуллин, Айдар Купиров, Данис Гайзатуллин комбайнерсем, Виктор Григорьев, Владимир Воробьев, Марсель Шамшутдинов, Илфат Галиуллин водительсем пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Мĕн çитĕнтернине вăхăтра тата пахалăхлă пухса кĕртес тесе çине тăрса вăй хунă. Вĕсен хастарлăхне пула уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме май килнĕ.

Хăватлă тракторсемпе Искандерпа Илсур Насыбуллинсем тăрăшнă. Хуçалăхсен çĕрĕсем çинче вĕсен тĕрлĕ ĕçсем тума тивнĕ. Хăйсене шанса панисене вĕсем пахалăхлă пурнăçланă. Ертÿçĕ вĕсен ĕçĕпе кăмăллă.

— Паянхи кун пирĕн тĕп тĕллев — гектар пуçне шутласан ытларах тупăш илесси. Кунсăр пуçне патшалăх умĕнчи парăмсене татмалла, ĕç укçине ĕçе, тупăша кура ÿстерсе пымалла,— шухăшне малалла тăсать М.Шарафутдинов. Çавна пула хуçалăхсем ытларах çĕрулмипе тата пахчаçимĕçпе ĕçлеççĕ, малашне те ку енĕпех тăрăшасшăн. Кăçал çĕрулми, пахчаçимĕç хакĕсем япăх мар пулнăран чылай шухăш çуралнă ертÿçĕпе специалистсен.

Ял халăхне тырăпа, утă- улăмпа туллин тивĕçтернĕ.

Эпир яланах ытларах механизаторсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене ырласа çыратпăр. Чăннипех те пысăк ĕç тăваççĕ вĕсем. Анчах та шут ĕçĕнче тăрăшакансене манса хăвараççĕ. Мингазым Гельметдинович Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ тĕлне Антонина Павлова бухгалтера, уй-хир бригадисене ертсе, ĕçе йĕркелесе пыракан Герман Смирнова, Радиф Шарафутдинова, Геннадий Яковлева ырăпа асăнчĕ.

«Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ÿсĕмĕсем курăмлă. Кунта çулсеренех пысăк тупăш илеççĕ. «Дубрава» ял хуçалăх кооперативĕ те çĕкленсе пырать. Малашне те ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика