29 октября 2008 г.
Кăçалхи çул, яланхи пекех, ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çăмăл пулмарĕ. Пĕр шутласан, хăçан ансат пулнă вăл; Çут çанталăк та витĕм кÿрет, техника та, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем те, им-çамсем те, вăрлăх та хаклă. Çакă чылай чăрмав кÿрет. Апла пулин те районти ял хуçалăх предприяти-йĕсенче ĕçлекенсем палăртнă тĕллевсене пурнăçларĕç. Вăхăтра тата пахалăхлă ака ирттерчĕç, агротехника ĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçларĕç, мĕн акни-лартнине тăкаксăр пуçтарса кĕртрĕç. Пĕр ĕçре те эпир республика шайĕнче кайрисен ретĕнче пулмарăмăр. Тырпул, çĕрулми тухăçĕ япăх мар, выльăх апачĕ те хĕл каçма çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр.
Кăçал тĕрлĕ формăллă ял хуçалăх предприятийĕсем 13470 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем çитĕнтернĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 25 центнерпа танлашать. Уйрăмах ку енĕпе «Слава картофелю» агрофирма (40,4 центнер), «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ (37,5 центнер) тырпул пуçтарса кĕртнĕ. «Урожай» колхозра, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче, «Нива» агрофирмăра, «Золотой колос» ОООра, Семеновăн фермер хуçалăхĕнче тырпул ăнăçлă çитĕннĕ, унта 30 ытла центнер тĕштырă пухса илнĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсем ăнăçлă вăй хунине хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пĕлтĕрхинчен чылай ытларах туса илни те çирĕплетет. Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ, «Восток» ял хуçалăх кооперативĕ, «Слава картофелю» агрофирма иртнĕ çулхинчен нумай ытларах тухăç илнĕ.
Пирĕн район республикăра çĕрулми туса илес енĕпе çулсеренех чи ăнăçлă ĕçлекенни. Кăçал ăна эпир 2082 гектар çинче çитĕнтертĕмĕр. Ку — республикăри районсемпе танлаштарсан, чи пысăкки. 46206 тонна «иккĕмĕш çăкăр» пуçтарса кĕртнĕ. Кун пекки 1973 çултанпа пулман. Вăтам тухăç 225 центнерпа танлашать. Республикăра хăш-пĕр районсенче çĕрулмине сахал лартаççĕ те, тухăç ытларах курăнать. Уйрăм хуçалăхсемпе илсен вара пирĕн районта çĕрулмине пысăк лаптăксем çинче ÿстерекенсем чылай. Вăрлăха çĕнетсе пыраççĕ, тĕрлĕ сортсемпе ĕçлеççĕ, çĕнĕ технологипе усă кураççĕ, ĕçе пахалăхлă пурнăçлама май паракан техника туянаççĕ, агротехника ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Çакă «иккĕмĕш çăкăра» тухăçлă çитĕнтерме май парать те. Ку енĕпе кăçал «Урожай» колхоз (кашни гектартан (343 центнер), «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ (323 центнер), «Слава картофелю» агрофирма (298 центнер) палăрнă. Асăнса хăвармалла, «Слава картофелю» агрофирма пек пысăк лаптăк çинче (480 гектар, 14291 тонна пуçтарса илнĕ) çĕрулми лартса ÿстерекенни республикăра урăх çук.
Хăмларан пĕр вăхăтра тупăш сахал илнĕ. Кăçал вара «симĕс ылтăн» хакĕ чылай ÿснĕ. Темĕнле хĕн вăхăт пулсан та районти икĕ хуçалăх çеç, «Асаново» тата «Алга» ял хуçалăх кооперативĕсем, çак отрасль çине алă сулмарĕç. Кăçал вара вăл хăйĕн тупăшлă çимĕçне те пачĕ. Ăна туса илсе, сутса хуçалăхсем аванах укçа-тенкĕллĕ пулчĕç.
Районта кăçал 148 гектар çинче пахчаçимĕç çитĕнтерчĕç. Кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр тата ытти çимĕç те ÿстерчĕç. Вĕсене 2732 тонна пуçтарса илчĕç. Уйрăмах ку енĕпе «Комсомольские овощи» ОООна палăртмалла. 15 гектар çинчен 804 тонна (районăн 29 проценчĕ чухлĕ) тĕрлĕ пахчаçимĕç пуçтарса кĕртрĕç. Çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра вĕсене шăварса тăчĕç.
Халĕ ĕнтĕ мĕн акни-лартнине кĕлетсене, путвалсене, складсене кĕртсе хунă, сенаж, силос шăтăкĕсене выльăх апачĕпе тултарнă, утă янтăланă.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе эпир республикăра ăнăçлă ĕçлесе пыракансен йышĕнче. Сĕт сăвассипе те, аш-какай туса илессипе те çулсеренех малти вырăнсенче. Çак çитĕнÿсем выльăх-чĕрлĕх пăхакансен тăрăшулăхĕнчен нумай килеççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра районĕпе 9555 тонна аш-какай, 76137 тонна сĕт туса илнĕ. Сĕт енĕпе кăтартусем иртнĕ çулхинчен 3,2 процент ытларах. Кашни ĕне пуçне сĕт суса илес енĕпе «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ палăрса тăрать. Унта ĕçлекенсем кăçалхи 9 уйăхра кашни ĕнерен 5350 килограмм сĕт суса илме пултарнă (районăн вăтам кăтартăвĕ 3558 килограмм). 4 пин килограмм чиккинчен «Заря» (4510), «Асаново» (4388), «Родина» (4362), «Дубрава» (4107), «Восток» (4072) хуçалăхсем иртнĕ. Аш-какай туса илес енĕпе «Восток», «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕсем, «Урожай» колхоз лайăх ĕçленĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен ÿт хушаслăхĕ районĕпе 493 грампа танлашнă пулсан, ку кăтарту енĕпе «Заря» (700 грамм), «Урожай» (646), «Пайгас» (642) хуçалăхсем малти вырăнта тăраççĕ. Сыснасене «Сюрбеево» ОООра (510 грамм), «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче (435 грамм) лайăх пăхаççĕ.
Çамрăк выльăхсăр кĕтÿ çĕнелмест. Кăçалхи 9 уйăхра районĕпе 1903 е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 42 пăру нумайрах илнĕ. Уйрăмах ку енĕпе «Дружба», «Урожай» хуçалăхсем лайăх ĕçленĕ. Çурасем илес енĕпе вара, шел пулин те, кăтартусем савăнтармаççĕ.
Районта ял хуçалăх отраслĕпе ĕçлекен организацисем, предприятисем, учрежденисем чылай. Вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçланă, ĕçсене кирлĕ пек туса пынă.
Тĕрĕссипе, Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ октябрĕн 12-мĕшĕнче. Районта уяв тума тăхтаса тăтăмăр. Уй-хирте ĕç вĕçленменччĕ, халăх пушанса çитмен. Халĕ, акă, кĕр мăнтăрĕпе, ял хуçалăх ĕçченĕсене уяв тума октябрĕн 31-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрне чĕнетпĕр. Унтах хуçалăхсенче уйрăмах кăтартуллă ĕçленĕ механизаторсемпе водительсене, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсене чыслăпăр. Вĕсем чăннипех те хисепе тивĕçлĕ. Пирĕн сĕтел çинче çăкăр, аш-пăш, сĕт-çу пуласси вĕсен йывăр та тарлă ĕçĕнчен нумай килет.
Уяв ячĕпе сире, хисеплĕ ял ĕçченĕсем! Сирĕн ĕçĕрпе эпир тутă, сывлăхлă, телейлĕ пулар, малашне те сирте вăй-хал тапса тăтăр.
Источник: "Каçал Ен"