АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ЧУВАШРЕГИОНГАЗ» ПАРНИ – СПОРТ ПЛОЩАДКИ

29 октября 2008 г.

 

2006 çултанпа «Газпром» акционерлă обществăра «Газпром — ачасене» программа ĕçлеме тытăннă. Хальхи вăхăтра Раççейри 65 регионта ĕçлет çак проект. Хăйĕн регионсенчи компанийĕсем урлă «Газпром» виçĕ юхăмпа тăрăшать: ачасемпе çамрăксен спортне аталантарасси; спорт объекчĕсем тăвасси; ачасен пултарулăхне ÿстерме пулăшасси. Çав вăхăтрах Раççейри çамрăксем сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр тесе пропаганда ĕçне те хăйсенчен сирсе ямаççĕ. Программăн тĕп тĕллевĕсем — ачасемпе çамрăксене йĕркеллĕ, килĕшÿллĕ аталанма условисем туса парасси, ачасемпе мăннисене спорт тата культура мероприятийĕсене пĕрле ытларах хутшăнтарасси, сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче анлăрах сарасси.

Чăваш Енре вара 2006 çулхине асăннă программăна пурнăçа кĕртсе Красноармейски салинче чи пирвай 3 пин тăваткал метр лаптăклă спорт комплексĕ уçнă. Кăçал та «Газпром» АО ачасен сывлăхне çирĕплетмелли сооруженисем тăвас енĕпе пысăк ĕçсем тăвать. 2008 çулта Шупашкар хулинче тата Елчĕк ялĕнче спорт площадкисем хута янă. Пирĕн района та асăннă программăна кĕртнĕ. Октябрĕн 25-мĕшĕнче Урмаел ялĕнче çĕнĕ спорт площадки савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Ку вырăн волейболла, баскетболла выляма питĕ хăтлă. Хĕлле вара шыв шăнт та — хоккей площадки хатĕр те. Ял çыннисемшĕн, шкул ачисемшĕн чăн-чăн уявах пулчĕ çак кун, «Сывлăхлă пулма пĕлĕр, чирлемесĕр пурăнма вĕренĕр!» девизпа иртрĕ. Спорт площадкине уçнă çĕре «Чувашрегионгаз» тулли мар яваплă организацин генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов, Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев, Комсомольски район пуçлăхĕ Геннадий Волков хутшăнчĕç. Вĕсем салам сăмахĕсем каланипе пĕрлех çакнашкал спорт сооруженийĕсем çамрăк ăрăва сывлăхлă, çирĕп вăй-халлă ÿссе çитĕнме пулăшнине çирĕплетрĕç. Кияметдин Садыртдиновичпа Геннадий Федорович районăн пĕрлештернĕ командине парнесем — спорт формисем, баскетбол, волейбол мечĕкĕсем пачĕç.

Уява Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕн воспитанникĕсем юрă-ташăпа илемлетрĕç. Спорт площадкине те çийĕнчех тĕрĕслесе пăхрĕç. Комсомольски 1-мĕш номерлĕ тата Урмаел вăтам шкулĕсен баскетбол командисем пĕр-пĕринпе вăй виçрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика