25 октября 2008 г.
фер» тесе калакан çынсен уявне автотранспорт ĕçченĕсен кунĕ теттĕмĕр. Хут çине те çаплах çырăннă. Халĕ календарь çине пăхатăп та унта автомобилист кунĕ тесе çырса хунă. Уяв ячĕ улшăннă пулсан та çак отрасль сыхланса юлнă.
Руль умĕнче нумай çул ларнă, автомашинăпа «тĕнче каснă» арçынсем пирки каласа парасшăн эпĕ. Вĕсем автомашинăсемпе хамăр районта, республикăра çеç ĕçлемен, Украина, Беларуç, Казахстан тата ытти союзлă республикăсене те çитнĕ, унта тăванла пулăшу панă. Районти ун пек водительсене пурне те асăнса пĕтереймĕн. Эпĕ аслăчурачăксем çинче чарăнса тăрасшăн. Районти пур предприятире те ĕçленĕ вĕсем. «Сельхозтехникăран», «Сельхозхиминчен» (ячĕсем тăтăшах улшăнса тăнипе халăх калакан сăмахсемпе пĕлтеретĕп) автобуспах шоферсене килсе илетчĕç. Нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем пирки каласа памаллах. Темĕнле йывăрлăхсене чăтса ирттерсен те вĕсем çĕнтерсе пынă.
«Труд» (малтан «Заветы Ильича» колхоз пулнă) ял хуçалăх кооперативĕнче Виталий Тумаланов нумай çул вăй хунă. Василий тата Анатолий Мальчиковсен ĕç стажĕ те пысăк. Пĕртăвансем хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Паянхи кун та вĕсем ĕçре. Александр Григорьев, Геннадий Чернов та автомашинăсене юсавлă тытаççĕ, вĕсем яланах рейса тухма хатĕр. Василий Шуряшкин хуçалăх валли çунтармалли-сĕрмелли материал нумай турттарнă.
Сельхозтехникăра ĕçлекенсем чылайăн пулнă. Пĕрисем пĕр-икĕ çул çеç тăрăшнă. Григорий Лукияновпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Николай Макаров, Николай Мельников вара мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта вăй хунă. Сельхозтехника саланса кайсан хăш-пĕр водительсем урăх ĕçе вырнаçрĕç. Вĕсем те чылай вăхăт унта ĕçленĕ. Владимир Лукиянов, Виссарион Маликов, Юрий Алякин çак предприятири ăста водительсем пулнă.
Василий Макаров райпо системинче нумай çул тăрăшать. Ун ĕçĕпе коллектив кăмăллă. Чăннипех те ăста водительсем Аслă Чурачăк ялĕнче нумай çитĕннĕ. Каларăм ĕнтĕ, çăмăл автомашинăпа çил вĕçтерсе çÿрекенсем пирки сăмах пымасть ман. Яваплăха туйса талăкĕпе çул çинче пулнă, уйăхĕ-уйăхĕпе командировкăна çÿренисем пирки пĕлтерес килчĕ. Пĕр статьяра вĕсем каласа панине, мĕнле чăрмавсене парăнтарнине çырса пама çук. Автомобилистсен кунĕ ячĕпе вĕсене саламлатпăр, çул çинче ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"