25 октября 2008 г.
Йÿç Шăхаль пуçламăш шкулĕ, ача сачĕ, ял библиотеки пĕр çуртра вырнаçнă. Виçĕ çул каялла çеç кунта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ĕçлетчĕ. Шавлă, савăнăçлă ачасем темĕн чухлĕн кĕшĕлтететчĕç картишĕнче. Уроксем пĕтсессĕн те хаваслă сасă янăраса çеç тăратчĕ. Ача шучĕ чакса пынине кура аслăрах классенче вĕренекенсене Шурутри база шкулне куçарчĕç.
Эпĕ ача садне çитнĕ вăхăтра пĕчĕкскерсем сĕтел йĕри-тавра ларса тухнăччĕ. Ылтăн пулă ÿкерме вĕрентет иккен вĕсене Галина Васильевна Курбатина воспитатель.
Пĕчĕккисем доска çине ÿкернине тимлĕн сăнаççĕ, альбом хутне вараламасăр сарă тĕспе сăрлаççĕ. 12 вĕсем, 7-шĕ тепĕр çул 1-мĕш класа кайĕç. Галина Васильевна 27 çул ачасемпе ĕçленĕ май, пĕчĕкскерсемпе еплерех пулмаллине аван пĕлет. Лăпкăн калаçать, пĕрремĕш класа кайма хатĕрлет, ăс-хакăла ÿстермелли вăйăсемпе кăсăклантарать. Пÿлĕмре вĕсене тĕрлĕ теттесемпе савăнмалли кĕтес те пур: шарсем, машинăсем, пуканесемпе çемçе теттесем, кубиксем тата ытти те, тата ытти те. Пĕр çемьери пекех туяççĕ ачасем хăйсене. Галина Васильевна пĕчĕк хĕр пĕрчисен çÿçĕсене тĕрлĕ прическа та тăвать, тураса якатать.
Ачасене кунне икĕ хутчен ирхине тата кăнтăрла апатлантараççĕ. Эпĕ пынă вăхăтра шăпах апат вăхăтĕччĕ. Техĕмлĕ, тутлă шăршă сăмсана кăтăкларĕ. «Ара, пĕчĕкскерсене вĕри апат çитермесĕр епле-ха. Çирĕп сывлăхлă ачасем — пирĕн пуласлăх. Тĕрлĕрен булка, пĕчĕк кукăльсем те хатĕрлетпĕр. Шкул пахчинче çимĕç туса илетпĕр. Сĕтел çинчен паха, тутлă çăкăр-тăвар ан татăлтăр тесе тăрăшатпăр»,— пĕлтерчĕ Г.Н.Андреева яшка антарнă май. Сăмах май каласан, 15 çул ĕнтĕ повар пулса техĕмлĕ апатпа савăнтарать вăл ачасене. Ача садĕнчисене те сăйлать вăл, шкул валли те пĕçерет. Тĕпренчĕкĕ садике çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшĕ кунне 7 тенкĕ тÿлет. Кăна, паллах, нумай теме çук, ашшĕ-амăшĕн кĕсйине те питех çÿхетмĕ, çавăнпа та ялти пĕчĕкскерсем пурте тенĕ пекех çÿреççĕ кунта. Ачасемпе ĕçлеме, паллах, çăмăлах мар, пĕччен ĕлкĕрме май çук. Çавăнпа та воспитателе Л.А.Фомина пулăшать. Пĕчĕкскерсен кашни кунĕ кунта çĕнĕлĕхпе иртет. Тĕрлĕ енĕпе аталанма май пур. Сăрласа е ÿкерсе ывăнсассăн юрă юрласа илеççĕ, тăват йĕркеллĕ сăвва та такăнмасăрах калама пĕлеççĕ. Ача сачĕ вырнаçнă пÿлĕм малтан класс пулни пачах та туйăнмасть. Хăтлă та ăшă, çутă кунта. Пĕр-пĕр юмах тĕнчинче тейĕн. Галина Васильевна стенасене хăй аллипе ÿкерсе сăрланă тилĕпе упа, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, халь-халь вĕçсе каясла çунаттисене сарса тăракан шурă акăш пулни чуна савăнтарать, ачалăха аса илтерет. Çав пĕчĕк шăпăрлансем çине пăхатăн та, шухăшлатăн вара, эх мĕн тери савăнăçлă, хăйне евĕр асамлă вăхăт-çке вăл ачалăх.
Источник: "Каçал Ен"