25 октября 2008 г.
Ĕçчен те пултаруллă çын тесех калас килет Виталий Николаевич Акчурин агроном пирки. Тĕлĕнмелле пултаруллă çын вăл. Хăй вăхăтĕнче колхозра ырми-канми ĕçленĕскер октябрĕн 27-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çитмĕле çитнĕ тесе калаймăн ун пирки. Паянхи кун та вăл вăр-вар. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерет. Ыттисене те çаплах тума хистет.
.... Виталий Николаевич Акчурин Хирти Шăхасан ялĕнче кун çути курнă. Ачаранах ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ, колхозра вăй хунă. Çемьере 2 хĕрпе 3 ывăл çитĕннĕ. Пултарнă таран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Вăл вăхăтра мĕн пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ, алă усса ларакан пулман. Шкул хыççăн Виталий Николаевич шоферсен курсне пĕтерет. Унтан 3 çул Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăрать.
Çартан таврăнсан пĕр вăхăт шоферта ĕçлет. Малашлăха ăнтăлса Виталий 1961 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Тăрăшуллисенчен пĕри пулнă вăл. Кашни лекцие тимлĕ итленĕ. Практикăра та ăсталăхпа палăрнă. Чăн-чăн агроном пулмах çуралнă тейĕн. Алла диплом илнĕ хыççăн Виталий Николаевич пĕр вăхăт Вăрнарта ĕçлет. “Мана СПТУна ĕçлеме ячĕç, директор пулма çирĕплетрĕç. Çăмăлах пулмарĕ. Çав-çавах тăван яла таврăнас килетчĕ. Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. 1967 çулта тăван ене таврăнтăм. “Красный Октябрь “колхозра ĕçе кÿлĕнтĕм”,— тет иртнине аса илсе агроном.
Çак вăхăтра колхоз аталанма çеç пуçланă-ха. Ытларах тыр пул çитĕнтернĕ. Ăна вăрлăх хатĕрлес енĕпе ĕçлеме шанаççĕ. Хуçалăхăн тĕп агрономĕпе Н.А.Козловпа пĕрле вăй хураççĕ. Вăрлăха çĕнетсе пырас енĕпе тăрăшаççĕ, çĕр пахалăхне те лайăхлатаççĕ. Колхоз уй-хирĕнче ытларах та ытларах продукци туса илесси вĕсемшĕн тĕп тĕллев пулнă. Хуçалăхăн ĕçлемелли çĕр лаптăкĕ те чылай пулнă. “Тăрăшсан ÿсĕм пулать, ÿркенмен. Агротехникăна пăхăнса ĕçленĕ, пысăк тухăç паракан вăрлăхсем туяннă, удобрение çителĕклĕ хывса хăварма тăрăшнă. Вăл вăхăтра таçта та çитнĕ. Пуринпе те çирĕп çыхăнура ĕçленĕ. Чăваш Ен, Тутар АССРĕнчи колхозсемпе тачă çыхăну тытнă. Ăçта та пулин кайсан, ыйтăва татса памасăр нихăçан та каялла таврăнман”,—тет агроном иртнине аса илсе. Ĕçлени, тăрăшни чăнах та сая кайман. Тĕслĕхрен, 1968, 1970, 1974, 1976, 1977, 1980, 1982, 1985 çулсенче “Красный Октябрь” колхозăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тыррисем районти чи лайăх тухăçпа палăрнă. Вăрлăхне те чи пахине хатĕрленĕ, ытти колхозсене те сутнă. 1966—1983 çулсенче хуçалăх тырă туса илес енĕпе районта малти вырăнсенче пулнă.1982 çулта колхоз кашни гектартан 42,2 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ, вăл вăхăтра районти вăтам кăтарту 32,7 центнерпа танлашнă. Республикăра та вăл яланах малтисен ретĕнче пулнă. Кĕр! кĕрлесе тăнă хуçалăх. Н.Козловпа В.Акчурин шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Яланах пĕрле канашланă. Тĕп агрономран çĕннине вĕренсе пынă Виталий Николаевич. Унăн сĕнĕвĕсемпе, канашĕсемпе каярах хăйĕн ĕçĕнче усă курнă. 1983 çултанпа В.Акчурина тĕп агроном ĕçĕсене пурнăçлама çи-рĕплетеççĕ. Çак вăхăтра та хуçалăх тыр-пул туса илес енĕпе хастар ĕçленĕ. Унпа пĕрлех ытти культурăсене те япăх мар çитĕнтернĕ. Пахча-çимĕç те чылай пулнă хуçалăхра. “Вăл вăхăтра колхозра ĕçлеме техники те, çыннисем те, механизаторсем те çителĕклĕ пулнă. Ĕç вĕресе çеç тăнă. Çĕнĕ йышши техникăпа вăхăтра тивĕçтерсе тăратчĕç. Халĕ хуçалăхра лару-тăру йывăр. Ĕçлеме çынни те çук, техники те çителĕксĕр. Пĕр-пĕр трактор е комбайн туянас тесен укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Тĕслĕхрен, ун чухне пĕр трактор туянас пулсан 10 тонна тырă сутни çителĕклĕ пулнă, халĕ вара тракторшăн 300 тонна тырă сутма тивет. Улшăну чăнах та сисĕмлĕ. Ĕçченсен шалăвĕ те çителĕклĕ пулнă. Никам та ÿпкелешмен. Паян колхозра ĕçленипе мала каяймăн. Çавăнпах пулĕ ялти арçынсем шапаша çÿреççĕ те”,— тет Виталий Николаевич.
Источник: "Каçал Ен"