25 октября 2008 г.
Раççейре те, республикăра та çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки калаçаççĕ. Йĕркене пăснă водительсенчен çирĕпрех ыйтаççĕ. Анчах та çав-çавах çул-йĕр правилисене пăсакансем пур. Пур анчах мар, йышĕ те чылай. Çуран çÿрекенсем те хăйсен айăпĕпех инкеке лекнĕ тĕслĕх чылай. Ку ГИБДД ĕçченĕсемшĕн çеç мар, пĕтĕм общественноçшăн çивĕч ыйту пулмалла. Раççей Президенчĕ «Çул-йĕр çинче хăрушлăха пĕтерес тесе тăхтаса тăмасăр пурнăçламалли мерăсем çинчен» тата «Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха ÿстерессине вăйлатмалли çинчен» федераллă тĕллевлĕ программа, кирлĕ документсем йышăннă. Эпир унпа килĕшÿллĕн чылай ĕç туса ирттернĕ. Çулсем мĕнле шайра пулнине те тĕрĕсленĕ, профилактика ĕçĕсем те пурнăçланă. Пĕр сăмахпа каласан, çул-йĕр çинче инкек пуласран асăрханнă. Тĕрлĕ предприяти-организацисенче, шкулсенче пулса калаçусем ирттернĕ.
Шел, районти çулсем çинче инкек-синкексемсĕр мар. Кăçалхи 9 уйăхра çул-йĕр çинче 24 авари пулнă, 4 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Инкексем те, çынсем вилни те пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен сахал пулсан та, пире ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Малалла ĕçлемелле те ĕçлемелле. Çав-çавах эрех ĕçсе руль умне ларса тухакансем пур-ха. Ун пек пĕр çын авари тунă. Ют çĕртен килнĕ транспорт ха-тĕрĕсемпе çул çинче 10 инкек пулнă, 2 çын вилнĕ. Мототранспорт хатĕрĕсемпе те асăрханулăха çухатмалла мар. Вĕсене тытса пыракансен айăпĕпе 3 авари пулнă. Çуран çÿрекенсен тимсĕрлĕхне пула 1 инкек сиксе тухнă. Çул çинче водительсен те, ыттисен те тимлĕхе çухатмалла мар. Уйрăмах аварисем Çĕрпÿ—Ульяновск трассăра (10 хут), ялсен территорийĕсенче (8 хут) пулнă. Инкексен сăлтавĕсем ытларах мĕнре-ха? Автомашинăсем хăвăрт çÿреççĕ, çул-йĕр правилисене пăсаççĕ, хирĕç килекен йĕр çине тухаççĕ. Тепĕр проблема вăл — автомашинăна тĕрĕс тытса пыманни, çул-йĕр правилисене пĕлсех пĕтермен çынсем руль умне ларни. Вĕсем чăнах та пысăк инкек патне илсе пыраççĕ те.
Кăçалхи 9 уйăхра предприяти-организацисенче планпа пăхнă 45 тĕрĕслев ирттернĕ, çавăн чухлех ертÿçĕсене çитменлĕхсене пĕтерме предписани çырса панă. Автотранспорт хатĕрĕсем тухса кайнă чухне тата килсен вĕсене, водительсене эпир тăтăшах сăнаса тăма тăрăшатпăр. Ун пек рейдсем кăçал чылай пулнă.
Çул-йĕр çинче районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем йĕркене пăснă 3818 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсенчен 163-шĕнче руль умĕнче ÿсĕр водитель пулнă. Çул-йĕр çинчи йĕркене пăснăшăн пурĕ 661650 тенкĕ шыраса илнĕ (штраф панă).
Шкул ачисемпе те тăтăшах тĕл пулатпăр. Вĕсем çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлни пирки конкурссем йĕркелетпĕр. Яланах мар пулин те, ачасем те çул çинче инкек кăларса тăратаççĕ, хăйсем автомобиль кустăрми айне лекеççĕ.
Районта 190,03 километр автомобильсем çÿрекен çул йышăнать. Вĕсенчен 28,6 километрĕ федераллă, 91,8 километрĕ республика, 69,36 километрĕ район пĕлтерĕшлĕ шутланать. Маларах каланăччĕ ĕнтĕ, вĕсен юсавлăхне, пахалăхне тĕрĕслесех тăратпăр. Кăçалхи 9 уйăхра 62 тĕрĕслев ирттернĕ, çулсене пăхса тăмалли организаци, предприяти ертÿçисене предписани панă, çитменлĕхсене пĕтерменшĕн асăрхаттарнă. Шел пулин те, хăш-пĕр ертÿçĕсем асăрхаттарнине хăлхана та чикмеççĕ. Ун пек чухне административлă явап тыттарма тивет. Çулталăк пуçланнăранпа должноçри 6 ертÿçĕне штрафланă.
ГИБДД ĕçченĕсем çул çинче постра тăрса, рейдсем ирттерсе преступленисене уçса пама пулăшаççĕ. Кун пек тĕслĕхсем кăçалхи 9 уйăхра 10 пулнă. Районти шалти ĕçсен пайĕн следователĕсене йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе çыхăннă кирлĕ информаци чылай тăратнă.
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки ĕçлемелли нумай. Водительсене те, çуран çÿрекенсене те çул-йĕр правилисене пăхăнмалли, тимлĕхе çухатма юраманни çинчен тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Тимлĕ пулни хăвăрăн сывлăха, пурнăçа сыхласа хăварĕ.
Источник: "Каçал Ен"