25 октября 2008 г.
Самана малтан-мала аталанса пырать. Пурнăçа çăмăллатас енĕпе темĕнле техника та шухăшласа тупнă ĕнтĕ. Кирлĕ информаци илес тĕлĕшпе библиотека тăрăх, темиçешер кĕнеке уçса вуласа, тар тăкса, пуçа çĕмĕрсе вăхăта ирттермелле мар. Халĕ килтех компьютер çинче кирлĕ кнопкăна пусатăн та шыранă информаци е кĕнеке интернетра тупăнать те. Ку çеç мар, телевизор, видеона пула та халĕ хаçат-журнал, кĕнеке сахал вулама пуçларăмăр пулĕ. Шкул ачисем те вăхăта ытларах «сенкер экран» умĕнче ирттереççĕ. Те çак сăлтавсене пула, те тата ытти лару-тăру айăпĕпе, хаçат-журнал çырăнакансен шучĕ чакни сисĕнет. «Каçал ене» 2009 çулхи пĕрремĕш çур çула хальлĕхе 62 çын çырăннă. Çак кăтартăва 120 çитересшĕн. Пĕлтĕр план тулнине кура, кăçал та çавăн чухлех пуласса шанатпăр. Пирĕн ĕçлекенсем питĕ маттур, çавна пулах çырăнтару та япăх мар»,— пĕлтерчĕ Шурутри почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ С.М.Галлиулова. Кунта хаçат валеçекенсем пиллĕкĕн: Шурутра В.В.Трескина, Шурут-Нурăсра А.С.Лебедева, Йÿç Шăхалĕнче О.В.Морозова, Юнтапара Л.И.Анисимова, Тутар Шурутĕнче Г.Х.Гайнялова вăй хураççĕ. Пурте тăрăшулăхпа, ĕçченлĕхпе палăраççĕ. Хаçат валеçесси çăмăл ĕç мар-çке. Темле çил-тăманра та, çумăрта та кашни кунах халăха хаçат-журналпа тивĕçтермелле. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупса калаçма пĕлмелле. Çавăнпа çынсем хаçат-журнал çырăнасси почтальонран чылай килет.
Источник: "Каçал Ен"