22 октября 2008 г.
Табак туртни сывлăха кунран-кун, уйăхран-уйăх, çулран-çул сиенлесе пырать. Сигарет тĕтĕмне сăвăрмассерен организма 40 ытла сиенлĕ япала кĕрет. Никотин, кÿкĕрт водорочĕ, уксуспа кăткă кислотисем, этилен, изопрен, сĕрĕм газĕ, тĕрлĕ сăмаласем, радиактивлă полоний, ытти япаласем шыçă чирĕсен пуçаруçисем пулса тăма пултараççĕ. Ÿпкене тата юна лексен вĕсем сывлăха хавшатаççĕ. Уйрăмах сăмала япалисем сиенлĕ. Никотин вара — чи сиенлĕ наркăмăшсенчен пĕри. Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, никотин дозин тăваттăмĕш пайĕ 7 çеккунтранах пуç мими патне çитет.
Никотин пур органсене те сиенлет, чи малтан — тĕп нервĕсен системине. Ăна пула юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, çав шутра пуç мимипе, чĕрепе, пÿресемпе çыхăннисем те. Сигарет туртнă май, çыннăн пуç мимин тулаш сийĕ пăлханса-хумханса каять. Кайран вара хавхалануллă-çĕкленÿллĕ кăмăл хирĕçле эффектпа ылмашăнать. Малтанхи лайăх пулăма каялла тавăрас тесе çын каллех пирус хыпать...
Пирус туртакан çыннăн тип пырĕ (бронхи) пăсăлать, лăймакаллă сий тăртанса хĕрелет. Йывăррăн сывласси, час-часах ÿсĕресси тата вăраха кайнă бронхит табак туртаканăн яланхи «юлташĕсем» пулса тăраççĕ. Пируспа туслашнă çыннăн чĕре таппин ритмĕ пăсăлать, ыйхă канăçлăхĕ çухалать, вар-хырăм пăсăлас хăрушлăх ÿсет. Çаксем пурте ĕçлес-шухăшлас пултарулăха чакараççĕ. Туртакансем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе те ытларах чирлеççĕ. 45 çултан аслăрах арçынсен виççĕмĕш пайĕн чир-чĕрĕсем шăпах пирус туртнипе çыхăннă. Пируспа туслашман çынсемпе танлаштарсан, 40—49 çулти сигарет туртакансем хушшинче çын вилесси 3 хут пысăкрах, 60—65 çултисем хушшинче — 19 хут.
Çапла вара, пируспа туслашнă çынсене тарăннăн шутласа пăхма сĕнес килет: туртмалла е туртмалла мар? Паллах, алла сигарет тытманни нумай хут лайăхрах.
Источник: "Каçал Ен"