22 октября 2008 г.
«Кредит» текен сăмах пурнăçăмăра çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ. Пирĕн атте-аннесем 10—15 çул каялла е маларах ун çинчен пĕлмен те, банксенчен парăм илмесĕрех укçи-тенкине сыпăнтарса пынă. Пус çумне пус хушсах çурт лартнă. Тÿрех мар пулин те, сĕтел-пуканне те илсе вырнаçтарнă, йăлари техникăна туянма та ал-урине çавăрнă. Мĕншĕн тесен ун чухне тавар хакĕ пур çĕрте те пĕрешкел тăнă, паян пĕр хак, ыран урăхла пулман. Халь вара çурт-йĕр çĕклеме, вите-хуралтă тума укçине пуçтарса çитерме питĕ йывăр. Строительство материалĕсем кунпа мар, сехетпе хакланаççĕ тейĕн. Вăтам пурăнакан çыннăн ирĕксĕрех банка утма тивет. Тавах, вĕсенче тем тĕрлĕ кредит та параççĕ, вăхăтра тÿлесе пыма çеç пултар. Çапах кивçене каялла тавăрайманнисем, «манса каякансем» те пур çав. Çавна пулах кăçал Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчи банксем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕç.
Раççейре те кредита вăхăтра тÿлесе пыманнисен йышĕ ÿссе пырать. РФ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнче вара вăхăтра тавăрса парайман укçа кредитсен пĕтĕмĕшле виçинче 0,48 процент йышăнать. Апла пулсан, пирĕн республикăра пурăнакансем банк умĕнчи тивĕçе çирĕп пурнăçлаççĕ.
Пирĕн районта кредита тавăрса параслăх мĕнле шайра пулни пирки Елена Кополухинаран, РФ Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ уйрăмĕн Комсомольскинчи хушма офисĕн заведующийĕнчен, ыйтрăм.
— Район çыннисем кредитсене вăхăтра тÿлемеççĕ тесе ÿпкелешме сăлтав çукпа пĕрех. Вăхăтра тавăрса парайман укçа кредитсен пĕтĕмĕшле виçинче 0,17 процентпа çеç танлашать. Çакă çĕршыврипе, тĕнчерипе танлаштарсан, питĕ пĕчĕк кăтарту,— терĕ Елена Сергеевна. Хушма офис ертÿçи каланă тăрăх, вкладчиксен шучĕ те чакмасть. Апла пулсан, пирĕн çынсем экономика кризисĕнчен хăрамаççĕ. Патшалăх Думи граждансен банксенчи вклачĕсене страхласа саплаштармалли виçене 700 пин тенке çитерни те çынсене шанчăк паратех ĕнтĕ.
Авăн уйăхĕн вĕçĕнче РФ Перекет банкĕ те процент виçисене ÿстерчĕ. Чăн та, нумаях мар, 0,75-рен пуçласа 1,75 процент чухлĕ. Çакă та кредит илес шухăшлисене шиклентермест. Авăн уйăхĕнчен пуçласа çак процеса çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Заемщикпа поручителĕн тÿлеслĕхне палăртнă чухне пурăнмалăх минимума (прожиточный минимум) та шута илеççĕ. Хальхи вăхăтра вăл ĕçлекенсемшĕн 4330, пенсионерсемшĕн 3191, ачасемшĕн 3830 тенкĕпе танлашать. Вăтам виçе вара — 4005 тенкĕ. Урăхла каласан, кредит тÿленĕ хыççăн çемьери кашни çын пуçне 4005 тенкĕ юлмалла. Паллах, çак çĕнĕлĕх хăш-пĕрисемшĕн чăрмавсем кăларса тăратать. Çапах та вăл тĕрĕс те, парăма татнипе кăна мар, çемьене выçă усрама та çук-çке.
300 пин тенкĕрен иртекен кредитсене çав суммăлăх салук хывсан çеç параççĕ. Автокредит тĕлĕшпе те улшăнусем пур иккен. Асăннă кивçене транспорт хатĕрĕн хакĕн 30 процентне харпăр хăй укçипе тÿленĕ хыççăн кăна параççĕ. Ăна та алран тыттармаççĕ, тÿрех автомашина сутакан организацие куçараççĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕр туянма е тума та кредит çак йĕркепех параççĕ. Заемщик илекен укçана хваттер е çурт сутакана, строительство организацине куçарса параççĕ. Куçман пурлăх туяннă чухне çав япали, унăн кредитне тÿлесе татиччен, салукра юлать.
Халь банкра юсав ĕçĕсем валли те кивçен илме пулать. Çакăн йышши кредита илмелли тĕп услови — строительство организацийĕпе тунă килĕшÿ пурри. Çав организацин юсав ĕçĕсем тума ирĕк пани çинчен калакан лицензи кирлĕ.
Куратăр ĕнтĕ, паянхи кун банкра йăпăр-япăрах кредит тыттарса ямаççĕ, тÿлеме пултараслăха тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Камăн кредит историйĕ таса — вĕсемшĕн яланах çул уçă.
Источник: "Каçал Ен"