22 октября 2008 г.
Иртнĕ эрнекун Аслă Чурачăк ялĕн социаллă культура цент-рĕнче Чăваш Республикин муниципаллă йĕркелÿсен совечĕн правленийĕн анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Кунта правлени, ревизи комиссийĕн членĕсем, район администрацийĕсемпе республикăри хуласен оргпай начальникĕсем пулчĕç. Чи малтанах пухăннă хăнасене социаллă культура центрĕн ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Сергей Просвирнов «Мĕскер парнелем-ши?» юрă шăрантарса кăмăла çĕклерĕ. Шкул ачисем илемлĕ ташăпа савăнтарчĕç.
Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков районăн социаллă-экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл кăçал район пысăк çитĕнÿсем тунине пĕлтерчĕ. Промышленноç кăтартăвĕсем кăçалхи 9 уйăхра, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 131 процента çитнĕ. Çĕрулми туса илессипе район республикăра малта пырать иккен, кăçалхи кăтартусем сахалтан та 125 процент. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакни вара район ертÿçине пăшăрхантарать. Суту-илÿ ĕçĕ те аван.
Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов ялсем еплерех аталанса пынипе паллаштарчĕ. Поселенине икĕ ял кĕрет: Чĕчкенпе Аслă Чурачăк. Вĕсенче пурĕ 1700 çын пурăнать. Кăçал ял-йыш пурнăçне çăмăллатас, тавралăха тасатас, илем кĕртес енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ. Сăмах май каласан, Аслă Чурачăк ял старости В.Т.Акчурин, 73 çулта пулсассăн та, тăрăшулăхĕпе палăрать. Ял-йышран укçа-тенкĕ пухса çул-йĕр тăвас ĕçе çăмăллатма пулăшнă. Ял хушшинче пылчăк çăрса утас вырăнне тикĕс çулпа пыни лайăххине пурте ăнланаççĕ-çке. Выльăх-чĕрлĕх масарне тирпейлесе йĕри-тавра карта тытнă, шырлансемпе çырма-çатрасенче çÿп-çап пухăнса кайма памаççĕ. Ялта парк ĕрчетни çинчен те пĕлтерчĕ пуçлăх. «Кăçал тата улмуççисем лартрăмăр. Кунтан иртсе пынă вăхăтра çамрăк хунавсем еплерех ÿснине сăнатăп. Çимĕç пама пуçласассăн калама çук чаплă парк пулĕ»,— хĕпĕртесе пĕлтерчĕ Ю.Г.Лукиянов. Вăрçă ветеранĕсене халалласа лартнă палăк та кивелнĕ пулнă иккен, ăна та çĕнетсе йĕри-тавра илемлĕ карта тытнă. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексен ăшне путнăнах туйăнать вăл халь. Ялти социаллă культура центрне те кунта тăрăшакансен вăйĕпе юсав тунă. Шалтан та, тулашĕнчен те çĕнелнĕ кермен. Хăтлă та çутă унта халь. Ÿркенмест Аслă Чурачăкпа Чĕчкен ялĕсенчи халăх. Тăрăшулăхĕ, ял малашлăхĕшĕн талпăнни куçкĕретех.
Пухăва Чăваш Республикин муниципаллă йĕркелÿсен совет правленийĕн директорĕ Василий Максимов ертсе пычĕ. Пухăннă пуçлăхсем тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухрĕç. Ял тата хула поселенийĕсем хушшинче иртекен «Ял поселени администрацийĕсен ĕçченĕсем валли — чи лайăх ĕç вырăнĕ» ятлă конкурс ирттересси, Чăваш Республикин муниципаллă йĕркелÿсен совет правленийĕн Хисеп грамотине туса хурасси, муниципаллă служащисемпе семинар ирттересси тата ытти те. Юлашкинчен çитес çул мĕнле йывăрлăхсем сиксе тухма пултарассине сÿтсе яврĕç: çĕрпе пурлăхшăн тÿлемелли налук пирки, пухăнса каякан çÿп-çапа ăçта ăсатасси, ун валли ятарласа полигон тăвасси, ĕçмелли шывăн пахалăхне епле ÿстересси тата ытти çивĕч ыйтусене хускатрĕç пухура.
Источник: "Каçал Ен"