АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АН ĔÇ, ТАРХАСШĂН

18 октября 2008 г.

 

АЛКОГОЛИЗМ — вăраха тăсăлакан хăрушă чир, нумай чухне çынна унран сыватма питĕ йывăр. Вăл ача-пăчана тĕрĕс пăхса ÿстерме чăрмантарать, çемье тĕрекĕ арканать. Эрех-сăрапа иртĕхни çыннăн кăмăлне пăсать, вăл хăйшĕн çеç çунакан, вăтанми-именми пулать. Ĕçке ернĕ çынсем, этем сăн-сăпатне çухатса, общество йĕркине пăсакансем пулса тăраççĕ. Спирт сывлăха хавшатать. Кăмăл-туйăма пусарать, йăх-несĕле пăсать, çынна ĕçлейми тăвать, çавна пулах ăссăр-тăнсăр, чăлах ачасем çуралаççĕ. Ĕçке ересси мĕнрен пуçланать-ха? Эрех ĕçме пуçлассин сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. 11 çула çитиччен эрех ĕçсе пăхасси ăнсăртран килсе тухать. Е аслисем хистеççĕ, е тата хăшĕ-пĕрисем ачисене чирлесен эрехпе сыватаççĕ. Аслăрах ачасем вара пĕр-пĕр уявра хăнасемпе пĕрле пĕр-ик черкке ĕçсе пама та хирĕç мар. 14—15 çулхи çамрăксем те тĕрлĕрен сăлтав тупаççĕ: «ыттисенчен юлма аван мар», «туслăхшăн», «хăюлланас тесе» тата ытти те. Арçын ачасем эрех ĕçме шăпах çак сăлтавсене пула вĕренеççĕ. Хĕр ачасем ĕçме вĕренесси вара ытларах уявсенче хăнасемпе пĕрле тутанса пăхнинчен пуçланать.

Хăш-пĕр чухне ачасене çуралнă кун ячĕпе пĕр-ик черкке ĕçсе пăхма чармаççĕ. Çакă вара ашшĕ-амăшĕн пысăк йăнăшĕ шутланать. Пĕрре эрех тутине туйса илнĕ ачашăн малашне те юлташĕсемпе е пĕччен сăлтав тупса ĕçесси ним те мар. Юхан шыв пĕчĕк шывран, ĕçке ярăнасси черккерен пуçланать тесе ахальтен каламан халăхра.

Эрех-сăра ĕçекен çамрăксем ерекен чирсемпе тантăшĕсенчен ытларах чирлеççĕ, вĕсене йывăртарах чăтса ирттереççĕ, мĕншĕн тесен алкоголь юна ылмаштарать. Шурă юн пĕрчисене, лейкоцитсене сиенлет, вĕсем чир ертекен микробсемпе кĕрешейми пулаççĕ.

Алкоголизм чирĕ нумай вăхăт тата чарăнмасăр час-часах ĕçнинчен пуçланса каять. Çын организмĕнче улшăнусем пулса иртеççĕ: унăн чăтма çук ĕçес килет, вăл эрех çинчен кăна шухăшлать. Ун пек çын пурăна киле этем ятне ярать. Вăл ĕçсен çеç хăйне хăй аван туять. Тем пек ĕçес мар тесен те алкоголик ĕçме пăрахма вăй çитереймест, чире çĕнтереймест. Вăл яланах ăçтан та пулин эрех тупасси çинчен шутлать. Ăна çемьере эрех илмелĕх укçа çукки те, ĕçе каяс шухăш тата ытти те чарса тăраймаççĕ. Алкоголик ним пĕлми пуличчен ĕçме пултарать. Вăл эрех ĕçнĕ чухне çимест, тем чул ĕçсен те хăсмасть, çавăнпа та мĕн ĕçни пĕтĕмпех организмра юлать. Сăмакун ĕçсен, çын хăвăртрах ÿсĕрĕлет те час урăлаймасть. Çакă вăл сăмакунра наркăмăшлă япаласем нумаййинчен килет. Ăна ĕçнĕ хыççăн çын тÿрех ÿсĕрĕлме пултарать. Вăл самантрах хăйне хăй тытса чарайми пулать, сăлтавсăрах пăлханать, чăркăшса, хирĕçсе каять, мухмăрпа хытă аптăрать, пуç тата чĕре ыратнипе асапланать, вăй çуккине туять.

Алкоголь шывпа хутшăнма, çуллă составсенчен ирĕлме пултарнине унăн молекулисем пĕчĕк пулнипе, ытти енĕсемпе ăнлантараççĕ. Алкоголь организмăн биологиллĕ сийĕсем витĕр хăвăрт иртет: хырăмлăхпа пыршăлăхран питĕ хăвăрт юна куçать, унтан вара пур органсене саланать те пуç мимине лекет. Хырăмлăхра сăрхăнса юна куçнипе пĕрлех алкоголь ферментсем пулăшнипе кăмрăк кислотипе шыв çине пайланать. Унăн ытларах пайĕ пĕверте йÿçĕкленет. 2—5 проценчĕ шăкпа, сывлăшпа тухать. Организмра япаласен ылмашăвĕ мĕн чухлĕ хăвăртрах пулса иртет, çын çавăн чухлĕ хăвăртрах урăлать. Алкоголь юна сăрхăнассси шĕвек хăватĕнчен килет.

Хаклă çамрăк вулаканăмăрсем, çак статьяра каласа ăнлантарнине пĕтĕмпех шута илсе алла нихăçан та черкке тытма ан васкăр! Çын сывлăхĕ, савăнăçĕ хамăр алăра пулнине ан манăр!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика