18 октября 2008 г.
ЧР ГИБДД управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Ежеев пресс-конференци ирттернĕ. Унта Чăваш Енри çулсем çинчи лару-тăрупа паллаштарнă. Кăçалхи 9 уйăхра республикăри çулсем çинче 1320 авари пулнă, вĕсенче 182 çын вилнĕ, 1675 çын суранланнă. Аварисен 30 процентне яхăн — транспорт хатĕрĕсем çапăнни, 15,7 проценчĕ — çаврăнса ÿкни. Çапах çуран çÿрекенсене таптанă, çапса хăварнă тĕслĕх — чи нумаййи, 578. Шăпах çавнашкал инкексенче çын ытларах вилет, йывăр суранланать.
ПАИ инспекторĕсем çулталăк пуçланнăранпа водительсем, çуран çынсем çул-йĕр правилисене пăснă 321 пин ытла (!) тĕслĕхе шута илнĕ. Çав шутра — водительсем руль умне ÿсĕрле ларнă 5762 тĕслĕх. Çавна май 6,8 пин ытла çыннăн водитель удостоверенине туртса илнĕ, вĕсенчен 18-шĕ иккĕмĕш хут правасăр юлнă. 1,5 пине яхăн водителе административлă майпа арестленĕ.
Çак цифрăсем тавра калаçнă май В.Ежеев çуран çÿрекенсем инкек тÿсни пирки пайăррăн чарăнса тăнă. Аварисен йышĕнче унашкаллисен тÿпи Чăваш Енре уйрăмах пысăк — 44 процента яхăнах. Раççейри вăтам кăтарту чылай пĕчĕкрех. Владимир Федорович шучĕпе, çакăнта пирĕн республикăра халăх йышĕ пысăкки те, çулсем нумаййи те витĕм кÿрет. Анчах ку, паллах, тÿрре тухмалли сăлтав мар: водительсем çуран çÿрекенсене ним вырăнне те хумаççĕ — çакă пĕтерет.
Мĕн пытармалли, ансат правилăсене те пăхăнмаççĕ вĕт. Çавна май административлă йĕркепе явап тыттарнисен шучĕ тăруках ÿснинчен (56 процент хутшăннă) тĕлĕнме кирлĕ мар. «Ку пирĕн инспекторсем чăкăлтăш пулни мар, нумайăшĕ правилăсем çине алă сулнипе çыхăннă»,— терĕ управлени пуçлăхĕ. Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи Ишек шкулĕн ачасене илсе çÿрекен автобусĕ аварие лекнĕ тĕслĕхе аса илтернĕ. Самолет ÿксе арканас пулсан çын чĕрĕ юласси иккĕленÿллĕ, анчах стюардесса пур пĕр тÿпене çĕкленес умĕн пассажирсем пурте хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăннине тĕрĕслет. Шкул автобусĕсенче те хăрушсăрлăхшăн яваплă педагог пур, анчах хăшĕсем çав пиçиххи пирки ачасене аса илтермеççĕ. Тĕрĕслеме йывăр-им, ăçта яваплăх?
Источник: "Каçал Ен"