АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХПА ТĔЛ ПУЛЧĔÇ

18 октября 2008 г.

 

Юнкун, октябрĕн 15-мĕшĕнче республикăра черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Районта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма, вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусем çине хурав пама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Культура, вĕрентÿ, наука, наципе çамрăксен политикин комитечĕн председателĕ В.П.Мидуков, ЧР миграци службин федераци управленийĕн начальникĕ С.К.Иванов, Чăваш Патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.К.Кириллов килсе çитрĕç.

Район пуçлăхĕ Г.Волков ертсе пыракан ушкăн Урмаел, Шурут ял поселенийĕсен пурнăçĕпе паллашрĕ. Чи малтанах Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче пулчĕç. Кунта ял çыннисене тивĕçлĕ пулăшу парас енĕпе лайăх ĕçленине палăртрĕ В.Мидуков. Уйрăма килнисем тухтăрсемпе медсестрасен ĕçĕпе кăмăллă пулнине каларĕç.

Шурут ял поселенийĕн администрацийĕнче те пулчĕ ĕçлĕ ушкăн. Паянхи кун кунта юсав ĕçĕсем ирттермелле, пÿлĕмсене çĕнĕ сăн кĕртмелле. Ку енĕпе çине тăрсах ĕçлемелле терĕç хăнасем. “Урожай” колхоза та çитсе курчĕç. “Палăртнă ĕçсене вĕçленĕ, çĕртме тăватпăр. Çĕр улмине вăхăтра пуçтарса кĕртнĕ, тухăç та чи лайăххи. Халĕ «иккĕмĕш çăкăра» вырнаçтарас енĕпе ĕçлетпĕр. Ытларах пайне сутатпăр”,— терĕ хуçалăхри ĕçсемпе паллаштарнă май колхоз председателĕ А.Ершов. В.Мидуков, С.Иванов хуçалăх ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç.

Районти ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов ертсе пыракан ушкăн Чĕчкен ял поселенийĕнче пулчĕ. Вĕсем “Труд” ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Шăпах çак кун вĕсем çĕр улми суйлатчĕç. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх фермине çитсе курчĕç. Кунта нумаях пулмасть çĕнĕ йышши сĕт провочĕ лартнă. Специалистсем вăл хуçалăхшăн мĕн тери паха пулнине сÿтсе яврĕç, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç. Хăнасем ыйтусем çине хуравларĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика